Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
25 Сентябрӗн , 12:55

Ачисемшӗн ӗҫлесе пурӑннӑ

Тивӗҫлӗ пурӑнса ирттернӗ пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчен Ермолкинти Антонина Никитична Епифанова аса илет.

Ачисемшӗн ӗҫлесе пурӑннӑ
Ачисемшӗн ӗҫлесе пурӑннӑ

Аслисем хӑйсен ачисемшӗн ӑруран ӑрӑва ӗҫлесе пурӑнакан ҫемье ҫинчен каласа парас тетĕп сире. Мӑн асламӑшӗн чӗркуҫҫийӗсем ҫинче мӑнукӗсем выляҫҫӗ, ӳсеҫҫӗ. Антонина Никитична Епифанована "Амӑшӗн мухтавӗ" тата "Ĕҫ ветеранӗ" медальсемпе, хисеп хучӗсемпе наградӑланӑ.

— Эпӗ 1933 ҫулхи апрелӗн 17-мӗшӗнче Ермолкинпа юнашар Юманлăхра нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ, эпир виҫӗ пиччӗшпе икӗ йӑмӑк пулнӑ, — аса илет Антонина Никитична. — Эпир пурте Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑччен ҫуралнӑ. Атте фашистсемпе ҫапӑҫса фронтра паттӑрла пуçне хунă. Пире, хресченсен йывӑр ӗҫне хӑнӑхтарса, юратнӑ анне Мелания Ивановна ӳстерсе ҫитӗнтерчӗ. Мана кӗлте ҫыхма та тӳр килчӗ, ӗҫ фрончӗн ударници пултăм. Вӑхӑчӗ ҫавӑн пек пулнӑ. Вуннӑмӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Белебей хулинчи бухгалтери курсӗнчен вӗренсе тухрӑм. Ермолкина производство практики иртме килтĕм, диплом илнӗ хыҫҫӑн колхоз бухгалтерине вырнаҫрăм. 1953 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче вырӑнти çамрăка Иван Епифанова качча тухнӑ.

Епифанов мăшăрсем пилӗк ачине — тӑватӑ ывӑлӗпе хӗрне — пурнӑҫ çулĕ çине тăратнă. Иван Егорович вырӑнти сакӑр ҫул вĕренмелли шкулта музыка учителӗнче ӗҫленӗ. Вӑл Ермолкинти Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи питӗ лайӑх баянист пулнӑ. Антонина Никитична ку таранччен чи лайӑх юрӑҫӑ шутланать, художество хăй пултарулӑхне яланах хастар хутшӑнать. Ачисем те юрлама юрататчӗҫ. Епифановсен пӗтӗм ҫемйи музыка енӗпе пултаруллă шутланнӑ.

— Ачасем итлекен те ӗҫчен ӳсрĕç, — тет малалла вуннӑмӗш теҫеткене улӑштаракан ӗҫ ветеранӗ. — Вӗсем пурте ӗҫлеҫҫӗ, тӗрлӗ ҫӗрте хӑйсен ҫемйисемпе пурӑнаҫҫӗ. Мана вунӑ мӑнукпа мӑнуксен вунсакӑр ачине парнелерӗҫ. Эпӗ виҫӗ хӗр ҫитӗнтернӗ Петр кӗҫӗн ывӑлпа тата Ирина кинпе пурӑнатӑп. Мăнуксем те ывӑлпа кине ултӑ ача парнеленӗ. Чи кӗҫӗн мӑнука, ҫулталӑк та тӑватӑ уйӑх тултарнӑ Максима, савӑнсах ачашласа пăхатăп. Шел пулин те, юратнӑ упӑшка хӗрӗх ҫул каялла леш тӗнчене кайрĕ. Пĕртăвансем те ҫук ӗнтӗ, анчах пирӗнпе юнашар тӑван йӑмӑк Рита пурӑнать. Эпир унпа яланах аннен авалхи чӑваш юррисене юрлатпӑр, чӗрере вара тӑруках савӑнӑҫлӑрах та ҫӑмӑлтарах пулса каять.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир СМОЛОВ.

Ачисемшӗн ӗҫлесе пурӑннӑ
Ачисемшӗн ӗҫлесе пурӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: