Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
8 Октябрӗн , 15:44

Путин Алтайри "Тӗрӗксен тăван çĕршывĕ" конференцие хутшӑнакансене саламланă

#владимирпутин

Путин Алтайри "Тӗрӗксен тăван çĕршывĕ" конференцие хутшӑнакансене саламланă
Путин Алтайри "Тӗрӗксен тăван çĕршывĕ" конференцие хутшӑнакансене саламланă
#владимирпутин
Путин тӗрӗк халӑхӗсен пурнăç йӗркине Раççейĕн историлле пуянлӑхӗн пӗр пайӗ тенĕ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин "Горный Алтай – прародина тюрков" конференцие хутшӑнакансене саламланă, тӗрӗк халӑхӗсен чӗлхисем, йӑлисем, хӑйне евӗрлӗ пурнӑҫ йӗрки – Раҫҫей истори пуянлӑхӗн чи пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулнине палӑртнă.
"Хисеплӗ тусӑмсем! Сире Пӗтӗм тӗнчери "Горный Алтай – прародина тюрков" наукӑпа практика конференцийӗнче саламлатӑп, Еврази континенчӗ авалхи цивилизаци сӑпки шутланать, ҫав шутра тӗрӗксен те. Тӗрӗксен историллӗ авалхи тăван çĕршывĕ килӗшӳллӗн Алтайӑн ту-сӑрт системи пулса тӑрать. Юлашки ҫулсенче, пирӗн ученӑйсем, археологсем уҫнине пула, тӗрӗк ҫырулӑхӗн, ӑс-хакӑлпа пурлӑх культурин уйрӑм палӑкӗсене тишкернӗ, вӗсем тӗрӗк халӑхӗсем валли Алтайӑн уйрӑм рольне кӑтартаҫҫӗ. Уйрӑмах ҫакна палӑртса хӑваратӑп: чӗлхесем, йăласем, тӗрӗк халӑхӗсен хӑйне евӗрлӗ пурнӑҫ йӗрки – Раҫҫейӗн историлле пуянлӑхӗн чи пӗлтерӗшлӗ пайӗ-цивилизаци ҫӗршывӗн-цивилизацийӗн", - тенӗ РФ президенчӗн пулăшаканĕ, Раҫҫей ҫарпа истори обществин председателӗ Владимир Мединский.
 
Президент уҫӑ, конструктивлӑ дискуссисем пынӑ вӑхӑтра хутшӑнакансем алтаизм наукин активлӑ ыйтӑвӗсен анлӑ ҫаврӑмне эксперт шайӗнче сӳтсе явма, тӗнчери историн сахал пӗлтерӗшлӗ страницисене тӗпчесе вӗренмелли ҫӗнӗ идейӑсемпе майсем сӗнме пултарасса шаннӑ.
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/75208/photos/78451
 
 
материалĕсем тӑрӑх.

 

Путин Алтайри "Тӗрӗксен тăван çĕршывĕ" конференцие хутшӑнакансене саламланă
Путин Алтайри "Тӗрӗксен тăван çĕршывĕ" конференцие хутшӑнакансене саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: