Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Октябрӗн , 12:18

Путин: СВОна хутшӑнакансем патриотизм традицийӗсене малалла тӑсаҫҫӗ

#владимирпутин

Путин: СВОна хутшӑнакансем патриотизм традицийӗсене малалла тӑсаҫҫӗ
Путин: СВОна хутшӑнакансем патриотизм традицийӗсене малалла тӑсаҫҫӗ
#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Пӗтӗм Раҫҫейри Атте кунне халалланӑ чаплӑ мероприятие хутшӑнакансене тата хӑнасене саламланă, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем хӑйсен ашшӗсен, аслашшӗсен тата мӑн аслашшӗсен патриотизм традицийӗсене хӑйсен тӗслӗхӗпе малалла тӑснине палӑртнă.
Парнелессин чаплӑ церемонийӗ "Мускав" концерт залӗнче иртнĕ. Президент саламланине РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ Денис Майданов вуласа панă.
"Ҫемье, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене ҫирӗплетес, нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшас, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатас, аттесен ачисене воспитани парас ӗҫри рольне ӳстерес ыйтусем ҫине патшалăх тимлӗх уйӑрать, паянхи ҫапӑҫу хирӗнче Раҫҫей суверенитечӗпе хӑрушсӑрлӑхӗшӗн кӗрешекен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене чи ӑшӑ саламсем. Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнса пурӑннин хӑйсен тӗслӗхӗпе вӗсем хӑйсен ашшӗсен, аслашшӗсен тата мӑн аслашшӗсен патриотизмӑн паттӑр йӑли-йӗркисене чыслӑ малалла тӑсаҫҫӗ. Ун пек ашшӗсемпе, упӑшкисемпе тӑван ҫемьисемпе тата эпир пурсӑмӑр та чӗререн мăнаçланатпăр", - тенӗ саламласа.
 
Путин палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫейре ҫемье пуҫӗ яланах ырлӑх тӗрекӗ пулнӑ, ыранхи куна шанчӑклӑ шанса тӑнӑ, ӗҫчен, вӗрентекен, хӳтӗлекен пысӑк авторитетпа усӑ курнӑ.
Президент Атте кунне уявланӑ мероприятие тивӗҫлӗ шайра ирттерессе, унта хутшӑнакансемпе хӑнасен чи ырӑ туйӑмӗсем юласса шаннă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/75331/photos/78635
 
 
материалĕсем тӑрӑх.

 

Путин: СВОна хутшӑнакансем патриотизм традицийӗсене малалла тӑсаҫҫӗ
Путин: СВОна хутшӑнакансем патриотизм традицийӗсене малалла тӑсаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: