Тӗлпулу Раҫҫей Президенчӗн Уфари ӗҫлӗ ҫулне вӗҫленӗ.
"Владимир Владимирович Путина республика аталанӑвӗ ҫинчен тата пӗтӗм ҫӗршывпа пӗрле татса паракан задачӑсем ҫинчен каласа патăм. Тӗп приоритет — ятарлӑ ҫар операцине пулӑшасси, пирӗн боецсене передовойра пулӑшасси, вӗсен ҫемйисемшӗн тӑрӑшасси. Пирӗн пӗтӗм ӗҫ ҫакӑнпа çыхăннă. Пушкӑртстан воинĕсем, пирӗн асаттесем пекех, тӑшмана хирӗҫ паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ, чӑн-чӑн паттӑрла ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Республикӑра 11 Раҫҫей Геройӗ. Тӗп задача — аманнӑ боецсене реабилитацилесси, вӗсене гражданла йӗркеллӗ пурнӑҫа тавӑрасси. Ҫавӑнпа эпир вӗсене спорта явӑҫтаратпӑр, патриотла шухӑш-кӑмӑллӑ çынсен опычӗ патшалӑх, муниципалитет службинче те, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче те кирлӗ пулӗ. 35 ветеран республикӑра суйлав иртсе тӗрлӗ шайри депутатсем пулса тӑнӑ", - пӗлтернӗ хӑйӗн страницинче регион ертӳҫи.
Кунсӑр пуҫне Радий Хабиров президента экономикӑри, промышленноҫри, ял хуҫалӑхӗнчи лайӑх динамика ҫинчен, пӗтӗм тӗнчери тӗп партнерсемпе — Беларуçпа, Узбекистанпа, Казахстанпа, КНРпа ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ.
"Пушкӑртстан Раҫҫей правительствинчен пулӑшу паракан пӗтӗм инструментарипе хастар усӑ курать. Пирӗн хӑвӑрт аталанакан территорисем, уйрӑм экономика, индустри тата технопарксем тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Владимир Владимирович ытларах тимлемелли ҫул-йӗрсене палӑртрӗ. Вӑл шутра васкавлӑ пулӑшу кадрӗсем. Ӗҫлӗпӗр, лартнӑ задачӑсене пурне те пурнӑҫлӑпӑр. Пушкӑртстан кирек хӑҫан та Раҫҫейӗн шанчӑклӑ, тӗреклӗ регионӗ пулнӑ. Яланах ҫапла пулать", - тенӗ Радий Хабиров.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн сайтӗнчен.