Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
20 Октябрӗн , 21:55

Никам та, нихҫан та ют ҫыннăн шӑпине пӗр утӑм та иртмест...

Зоя Владимировна Андреева кӑҫалхи ҫуллахи малтанхи кунсенчех Хушăлкари маскировка сетки пунктне пычӗ.

Никам та, нихҫан та ют ҫыннăн шӑпине пӗр утӑм та иртмест...
Никам та, нихҫан та ют ҫыннăн шӑпине пӗр утӑм та иртмест...
 
Шӑпа.. Кашнин хӑйӗн, нихҫан пулман, хӑйне уйрӑм.. Пĕрисене ыттисен пурнăçĕ ҫӑмӑлрах, ним шухӑшсӑр иртет пек туйӑнать. Анчах никам та, нихҫан та ют ҫыннăн шӑпине пӗр утӑм та иртмест...
Зоя Владимировна Андреева ҫинчен каласа парасшӑн. Кӑҫалхи ҫуллахи малтанхи кунсенчех вӑл пирӗн Хушăлкари маскировка сетки пунктне пычӗ. "Тахҫантанпах килесшӗнччӗ ҫав ырӑ ӗҫре пулӑшма, халь çеç вӑхӑт ҫитрӗ", - ҫакӑн пек сӑмахсемпе вӑл пӗрремӗш хут килчӗ. Эпир, опытлӑ плетельщицӑсем, ҫӗнӗ хӑна мӗнле хӑвӑрт çыхма вӗреннине асӑрхарӑмӑр. Пӗр-икӗ лентӑна вӑл темле виҫсе пӑхкаларĕ те, унтан вара сетка çыхасси тахçантанпах ĕçлекен ăста пекех пулса кайрӗ. Паллах, ку "ваттисене" пурне те савӑнтарчӗ.
Зоя Владимировна Петровка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, ӗмӗр тӑршшӗпех Хушăлкара пурӑннӑ. Ҫамрӑк хӗр чухнех вӑл дояркӑра ӗҫлеме пуҫланă. Дояркӑра ĕçленин ӗҫ стажӗ 30 ҫула яхӑн унăн. Унтан пенси умӗн вырӑнти шкулта хуралҫăра ӗҫленӗ. Пилӗк ача ҫуратса ӳстернӗ. Шел пулин те, унӑн ывӑлӗпе хӗрне ҫухатнине тӳссе ирттермелле пулчӗ. Анчах ҫакӑн пек йывӑрлӑхсем те ӑна ҫилентермен, хуҫман. Зоя чиркӳре канлӗхпе йӑпану тупрӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл вырӑнти турӑ ҫуртӗнче юрӑҫӑ. Унӑн ячӗ те Зоя, "пурнӑç" тенине пӗлтерекенскер, ӑна питӗ килӗшет. Халӗ Зоя Владимировнан пурнӑҫӗ событисемпе, ӗҫсемпе, чӑрмавсемпе тулчӗ. Ачасем ҫитӗннӗ ӗнтӗ, пурин те хӑйсен ҫемйисем пур. Арçын ача мӑнукӗсем те, хĕрача мăнукĕсем те хӑйсен ҫемйисене çавăрнă. Канмалли кунсенче кил яланах ача-пӑча куллипе тулать, мӑнукӗсемпе мӑнукӗсен ачисем килеҫҫӗ. Çакă телей мар-и? Тата вăл кӳршӗри ватă çынна, 90 ҫул тултарнӑскере, пӑхать. Ӗҫ нумай пулсан та, пирӗн героиня питӗ хастар, оптимизмлӑ та савӑнӑҫлӑ хӗрарӑм.
Сире, Зоя Владимировна, ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх сунатпăр! Эсир пирӗнпе пӗрле пулнӑшӑн эпир питӗ савӑнатпӑр!
Наталья Ковальцова,
Хушăлка ялĕ.
 
 
 
Никам та, нихҫан та ют ҫыннăн шӑпине пӗр утӑм та иртмест...
Никам та, нихҫан та ют ҫыннăн шӑпине пӗр утӑм та иртмест...
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: