Сӑнӳкерчӗк ҫинчи илемлӗ хӗрарӑм ырӑ чӗреллӗ, ырӑ ӗҫсем тӑвакан ҫын, ӑна Раиса тесе чӗнеҫҫӗ. Ячӗ те сайра та илемлӗ.
Раиса Петровна - арӑм, анне, асанне. Кистенлĕ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑтам пӗлӳ тӑван шкулта илнӗ, унтан Пелепей хулинчи бухгалтерсен курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӗренӳ хыҫҫӑн тӑван яла таврӑнма, колхозра бухгалтер пулса ӗҫлеме шутланă. Ун чухне ялта ҫамрӑксем нумай пулнă. Ҫак вӑхӑтра ҫемьери пурнӑҫ улшăннă: юратнӑ ҫыннине - Сергей Иванович Трофимова качча тухнă. Илемлӗ каччӑ! Вӗсем упӑшкипе тăватă ача пӑхса ӳстернӗ. Виçĕ хӗрпе ывӑл: Екатерина, Светлана, Татьяна тата Александр. Вӗсене юратса та килӗштерсе ҫитӗнтернӗ, вӗрентсе кăларнă, пурнӑҫа путевка панӑ. Халӗ ачисем хӑйсен ҫемйисемпе пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ, асаннепе аслашшӗне пилĕк мӑнук савӑнтараҫҫӗ, вӗсене яланах хӑтлӑ йӑх йӑвинче курма хавас.
Раиса яланах тӳрӗ кӑмӑллӑ, принциплӑ, яваплӑ пулнӑ. 1996 ҫулта Раиса Петровна Пушкӑртри Аграри университетне экономика факультетне вӗренме кӗнӗ, 2000 ҫулта ӑна пӗтерсен тӗп бухгалтерта ӗҫлеме пуҫланӑ. Хӑйӗн ӗҫӗшӗн ӑна республикӑн Хисеп грамотипе наградӑланӑ, Раҫҫей шайĕнчи Тав ҫырӑвӗ те пур унăн. Раиса Петровна, тӗрӗс ҫын, яланах тӗрӗслӗхшӗн. Вӑл тӑрӑшуллӑ, тирпейлӗ, пур ҫӗрте те ӗлкӗрет.
Паян Раиса Петровна тивӗҫлӗ канура. Пурӑн та савӑн: пысӑк ҫурт, кил вучахĕ тулли, ачасем çунатланнă, йывӑҫ лартнӑ, сад ырӑ шӑршӑ сарать, пурте ҫителĕклĕ.
Раиса Петровна ятарлă çар операцийĕ пуҫланнӑранпа Кистенлĕ ялӗнчи волонтерсен ретне хутшӑннӑ, халӗ вӑл питӗ ӑста плетельщица!
Вӑт мӗнле чаплӑ хӗрарӑм пурӑнать пирӗн хушӑра, ӗҫлет. Пирӗн ял волонтерӗсем Раиса Петровнана вӑл ыттисемпе пӗрле ҫакӑн пек ырӑ та пархатарлӑ ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тӑваҫҫӗ!
Наталия Иванова,
Кистенлĕ ялӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Все для фронта - Бижбуляк" ушкăнăн социаллă сетьри страницинчен.