Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Ноябрӗн , 11:50

Путин Раҫҫей аталанӑвӗн никӗсӗ — йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене хÿтĕлесси, тенӗ

#владимирпутин

Путин Раҫҫей аталанӑвӗн никӗсӗ — йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене хÿтĕлесси, тенӗ
Путин Раҫҫей аталанӑвӗн никӗсӗ — йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене хÿтĕлесси, тенӗ

#владимирпутин

Владимир Путин Президент Пӗтӗм Раҫҫейри "Раҫҫей халӑхӗсем" пиллӗкмӗш форумне хутшӑнакансене янă саламра пирӗн ҫӗршывӑн шанчăклӑ аталанӑвӗн никӗсӗ, нацисем хушшинчи тăнăçлăха сыхласа хӑварасси, йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене хӳтӗлесси тата халӑхсене упраса хӑварасси тенĕ. Салама форум ларӑвӗнче президент администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ Магомедсалам Магомедов вуласа панă.

"Ҫӗршывӑн нацисем хушшинчи килӗшӳпе тăнăçлăха сыхласа хӑварасси, йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене хӳтӗлесси, Раҫҫейри пур халӑхсен чӗлхисемпе йӑлисене упрасси, паллах, влаҫ органӗсен тата граждан обществин институчӗсен конструкциллӗ диалогне ҫирӗплетесси пӗлтерӗшлӗ", — тенӗ телеграммӑра.

Ҫавӑнпа та, Путин шучӗпе, профильлӗ министерствӑсемпе ведомствӑсен, коммерциллӗ мар, волонтер тата тӗн организацийӗсен, наукӑпа эксперт канашӗсен представителӗсене пӗрлештернӗ "Раҫҫей халӑхӗсем" форум пек пысӑк пуҫарусем пӗлтерӗшлӗ. Вӑл форума хутшӑнакансене ӑнӑҫу тата чи лайӑххине суннӑ.

Новости РИА.

https://ria.ru/20241102/putin-1981507905.html

 

Путин Раҫҫей аталанӑвӗн никӗсӗ — йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене хÿтĕлесси, тенӗ
Путин Раҫҫей аталанӑвӗн никӗсӗ — йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене хÿтĕлесси, тенӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: