Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Ноябрӗн , 12:13

Ял ҫыннисен интересӗсемшĕн тăрăшаççĕ

Хушăлка ял Совечӗн коллективӗ ял тӑрӑхӗнчи халӑх пурӑнакан сакӑр вырăнти социаллӑ пурнӑҫпа экономика ыйтӑвӗсене татса парать.

Ял ҫыннисен интересӗсемшĕн тăрăшаççĕ
Ял ҫыннисен интересӗсемшĕн тăрăшаççĕ

Хушăлка ял Совечӗн коллективӗ ял тӑрӑхӗнчи халӑх пурӑнакан сакӑр вырăнти социаллӑ пурнӑҫпа экономика ыйтӑвӗсене татса парать.
Виктор Владимирович Тимофеев пӗлтӗрхи кӗркуннерен пуҫласа Хушăлка ял совечӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлет, вӑл граждансене шанни тата пулӑшни — социаллӑ пурнӑҫпа экономика ыйтӑвӗсене татса парас ӗҫре вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ кӑтартӑвӗн тӗп кӑтартӑвӗ тесе шутлать. Ҫак енĕпе ҫулталӑк тăршшĕнче мӗн-мӗн туни ҫинчен эпир унпа калаҫатпӑр.
— Ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме кирек мӗнле ӗҫре те лайӑх та пӗрлешӳллӗ команда кирлӗ. Ял тӑрӑх администрацийӗн штатӗнче тӑватӑ муниципалитет служащийӗ, техника работникӗ тата водитель, — тет Виктор Тимофеев. — Ку эпӗ, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ, вӑтӑр ҫул ытла ӗҫсен управляющийӗнче ӗҫлекен Людмила Викторовна Максимова, ҫар учет сӗтелӗн специалисчӗ, налук пухакан бухгалтер Лилия Николаевна Егорова, ҫӗр ӗҫне йӗркелес енӗпе ӗҫлекен специалист Клара Венеровна Семенова. Ираида Петровна Андреева техничка ҫуртри тата территорири лайӑх йӗркешӗн, чечек пахчисем таранччен явап тытать, ҫав хушӑрах пур субботниксене те ҫӳреме тата ӗҫ хыҫҫӑн ялти Культура çуртне маскировка сеткисем çыхма çÿреме ӗлкӗрет. Манӑн сылтӑм алӑ, улӑштарма ҫук çын, электрик, водитель — Владимир Вячеславович Васильев. Ҫамрӑксем тĕлĕшпе ӗҫлекен специалист пулса нумай ҫул хастар та ӗҫчен Николай Ильич Петров тăрăшать. Ку вӑл унӑн пуҫарулӑхне, ӗҫченлӗхне тата тӳрремӗнех ертсе пынине пула хӗллехи спорт сезонне тата пӑрлӑ хоккей коробкине пăрлантарма туллин хатӗрленнӗ.
Ял тӑрӑхӗн пурнӑҫӗнче халӑх пурӑнакан вырӑнсен депутат корпусӗпе старостисем хастар ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем - ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн шанчӑклӑ тӗревӗ. Виктор Владимирович ял совечӗн депутатне Вероника Анатольевна Коновалована тата старостасене Çирĕклĕтамакри Олег Владимирович Тихонова, Мелеуспуçĕнчи Рамис Александрович Хайбунасова уйрӑммӑн палӑртать.
Вырӑнти администраци пуҫарӑвӗсене ял совет ветеранӗсен канашӗ те яланах Александр Григорьевич Женжуров ертсе пынипе тата лара-тӑра пӗлмен чи хастар ветерансемпе Николай Степанович Васильевпа Геннадий Васильевич Семеновпа пӗрле пулӑшать. Уйрӑммӑнах Анатолий Иванович Петров сварщик тем тума та пултарать.
— Ҫулталӑк ĕçлени пысӑках мар вăхăт, хальлӗхе унӑн результачӗсем сӑпайлӑ, - йышӑнать нумай калаҫма юратман Виктор Владимирович. — Старостӑсемпе ял-йыш пулӑшнипе Хушăлкапа Мелевĕс-Мускаври ҫуран ҫӳремелли кӗперсем тума пӗрле тӑрӑшрӑмӑр. Февральте тĕп усадьбӑра ҫӗнӗ модуль ФАПĕ уçăлчĕ. Вырӑнти пуҫарусене пулӑшу памалли проект тӑрӑх Хушăлкари Ҫӗнтерӳ паркне тӗпрен юсаса хӑтлӑх кӗртрĕмĕр. Кунта ялта ҫуралса ӳснӗ Анатолий Михайлович Герасимов пысӑк тӳпе хывнине палӑртас килет. Халӗ пирӗн Ҫӗнтерӳ паркӗ районти чи лайӑх парксенчен пӗри! Çу уйăхĕнчен пуҫласа Хушăлкари Культура çуртне тӗпрен юсама тытӑннӑ. Кунта ӗҫ пӗтнӗпе пӗрех, культура вучахне уҫассине çак кунсенче кӗтетпĕр.
Ял совет администрацийӗ хăйĕн шучĕпе ятарлă çар операцине хутшăнакансен икӗ ҫемйине икӗ урапа вутӑ илсе килнӗ. Хушăлка ял советĕнчен СВОна 22 ҫын хутшӑнать. Ял тӑрӑхӗн икӗ теҫеткене яхӑн волонтерĕсем, Наталья Венеровна Ковальцова ертсе пынипе, боецсемпе ентешĕсем валли маскировка сеткисемпе масхалатсем явас ӗҫе куллен хутшӑнаҫҫӗ, гумконвойсене йӗркелес ӗҫе хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. Пысӑк ĕçсене тата финанслă йывӑр ыйтусемпе нушасене яланах граждансен пухӑвӗнче татса параççĕ. Тепӗр ҫул ППМИне хутшӑнса Петровка ялĕн тӗп урамӗсемпе ҫулӗсене юсама палӑртаççĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

Мелевĕс шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче Александр Николаев, Олег Семенов, Владимир Егоров, сварщиксем Анатолий Петров тата Радик Иванов пилӗк кун тăршшĕ ӗҫленӗ. Шӑратса сыпас ӗҫе туса пӗтерме ĕлкĕрнĕ ӗлкӗрмен, тӳрех Вероника Коновалова, Клара Семенова тата Елена Иванова сӑрлама та тытӑннă.

 

Ял ҫыннисен интересӗсемшĕн тăрăшаççĕ
Ял ҫыннисен интересӗсемшĕн тăрăшаççĕ
Ял ҫыннисен интересӗсемшĕн тăрăшаççĕ
Ял ҫыннисен интересӗсемшĕн тăрăшаççĕ
Ял ҫыннисен интересӗсемшĕн тăрăшаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: