Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
20 Ноябрӗн , 11:47

Ситекпуçĕнче "Патриот" парка уҫнă

Ӗнер Ситекпуçĕнче нумайранпа кӗтнӗ ӗҫ пулса иртнӗ - кӑҫал туса лартнӑ "Патриот" парка уҫнă.

Ситекпуçĕнче "Патриот" парка уҫнă
Ситекпуçĕнче "Патриот" парка уҫнă

Ӗнер Ситекпуçĕнче нумайранпа кӗтнӗ ӗҫ пулса иртнӗ - кӑҫал туса лартнӑ "Патриот" парка уҫнă. Парк тӑвасси, унӑн тӗп вырӑнӗ "Тӑван çӗршыва хӳтӗлесе хӑйсен пурнӑҫне панӑ салтаксене" халалланӑ мемориал комплексӗ пулса тӑраканскер, ППМИ-2024 пурнӑҫлама хутшӑннӑ ҫынсен пуҫарӑвӗпе май килнӗ. Вӗсем кирлӗ укҫа-тенкӗ пухнӑ, парка йӗркелес тата хӑтлӑх кӗртес енӗпе нумай ӗҫленĕ, - ҫакна район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов палӑртнӑ, вӑл чаплӑ церемоние хутшӑннӑ. Палӑртса хӑварӑпӑр, "Патриот" парк тӑвасси ҫитес ҫулсенче те малалла тӑсӑлӗ. Кунта часовня тума, ялăн паллă ҫыннисен паллисене тата хӑтлӑх кӗртес енӗпе ытти ӗҫсене тума палӑртнӑ.

Парка уҫнӑ церемоние ПР ҫар комиссарӗ Михаил Блажевич тата стратегилле пӗлтерӗшлӗ ракетӑсен ҫарӗсен ветеранӗсен республика комитечӗн председателӗ Анатолий Балтинский хутшӑннӑ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

Ситекпуçĕнче "Патриот" парка уҫнă
Ситекпуçĕнче "Патриот" парка уҫнă
Ситекпуçĕнче "Патриот" парка уҫнă
Ситекпуçĕнче "Патриот" парка уҫнă
Ситекпуçĕнче "Патриот" парка уҫнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: