Йăлпăлакра Вырӑнти пуҫарусене пулӑшу памалли программӑна хутшӑнас енӗпе малтанхи пуху иртнӗ.
Вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программа (ППМИ) хӑйне тахҫанах лайӑх енчен кăтартса панӑ. Пуҫарусене пурнăçлама республика бюджетӗнчен тата пурӑнакансен пӗтӗмӗшле ӗҫне хутшӑннине пула хĕрÿ ыйтусене татса пама укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ. ППМИ Пишпÿлек ял советĕнче халӑх пурӑнакан вырӑнсенче те ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. Аса илтеретпӗр, 2023 ҫулта Алексеевкӑра пурӑнакансем ҫак программӑна пула ялти ҫула сапрӗҫ. Кӑҫал ППМИ проекчӗсен конкурс суйлавӗн ҫӗнтерӳҫисем Ситекпуçĕнче пурӑнакансем пулса тӑчӗҫ — кунта ҫак кунсенче "Патриот" парк уҫăлчĕ.
2025 ҫулта ҫак программӑна Йăлпăлак ҫыннисем хутшӑнма йышӑннӑ. Халӑха ыйтни чылайӑшӗ клуб ҫуртне юсассишӗн сасӑланине кӑтартса панă. Культура вучахӗ сыхланса юлнӑ, ялта пурӑнакансем хӑйсем пуҫарнипе нумай ҫул пурӑнать. Кунта тӗрлӗ культура мероприятийӗсем, пухусем иртеҫҫӗ. Нумаях пулмасть кунта маскировка сетки çыхмалли пункт ӗҫлеме пуҫланă — хӗрарӑм-активистсем пирӗн боецсем валли сеткăсем ҫыхаҫҫӗ.
Темиҫе ҫул каялла ял ҫыннисем клуба юсанӑ. Анчах ҫурт тӑрри кивелнӗ, ҫивитти юхать, чӳречесене улӑштармалла, конкурс суйлавӗнче çӗнтерни шухӑшсене пурнӑҫлама пулӑшать. ППМИне хутшӑннӑ шайра ял ҫыннисем субботниксем, "Кӗрхи улах" кану каҫĕ ирттернĕ. Ноябрӗн 19-мӗшӗнче клубра малтанхи пуху иртнӗ, унта пурӑнакансем ППМИ-2025 проектпа "Пирĕн клуба юсамалла" проекта сӳтсе явнă. Пуҫаруллӑ ушкӑна суйланă, унта ӗҫе йӗркелеме тата халӑха проекта пурнӑҫлани ҫинчен пӗлтерме пӗлекен, лару-тӑрӑва объективлӑ хаклама пултаракан хастар ҫынсем кӗнӗ. Проектсен конкурсне хутшӑнма укҫа-тенкӗ уйӑрмалли, документсем хатӗрлемелли сроксене сӳтсе явнă. Республика бюджетӗнчен пӗр конкурс заявки валли уйӑрса пама пултаракан чи пысӑк сумма 1 млн та 200 пин тенкӗ шутланать. Ҫак суммӑна шута илсе, ялсенче, спонсорсемпе Пишпÿлек ял совечӗн администраци, пурӑнакансен хӑйсен вӑйӗпе тата 400 пин тенкӗ пухмалла.
Ноябрӗн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӳ пухӑвӗ пулать. Йăлпăлак ҫыннисем конкурсра ҫӗнтерессе тата палӑртнӑ проекта пурнӑҫласса шанаҫҫӗ.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Александр Семеновӑн архивĕнчен.