Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Декабрӗн , 11:42

Ачасем пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли кун тӗлне "Хӗрлӗ лента" акцие хутшăннă

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем хӑйсен хастарлӑхне тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пуҫарусене хутшӑнма хатӗррине кӑтартса панӑ.

Ачасем пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли кун тӗлне "Хӗрлӗ лента" акцие хутшăннă
Ачасем пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли кун тӗлне "Хӗрлӗ лента" акцие хутшăннă

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем хӑйсен хастарлӑхне тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пуҫарусене хутшӑнма хатӗррине кӑтартса панӑ. Пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли кун шайӗнче вӗсем ВИЧ/СПИД çинчен пӗлĕвне ӳстерессине тата ҫак вируспа пурӑнакан ҫынсене пулӑшассине янӑ "Хӗрлӗ лента" акцие хутшӑннӑ.

Классенче ВИЧ-инфекци çинчен, унӑн палăрăмĕсем тата профилактика меслечӗсем ҫинчен калаҫусем иртнĕ. Вӗренекенсем тестировани пӗлтерӗшӗ ҫинчен, обществӑра хӑйсене мӗнле тытасси тата ҫак ыйтупа тӗл пулакансене пулӑшасси ҫинчен пӗлнĕ. Сӳтсе явасси уҫӑ та туслӑ атмосферӑра пулса иртнӗ.

Пиртен кашниех хӑйӗн сывлӑхне хӳтӗлесси тата юнашар пурăнакансене хисеплесси ҫинчен асра тытмалла!  🩸

#ДвижениеПервых
#ПервичкаПервых
#ДвижениеПервыхБижбулякскийрайон

 

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public206548118

 

Ачасем пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли кун тӗлне "Хӗрлӗ лента" акцие хутшăннă
Ачасем пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли кун тӗлне "Хӗрлӗ лента" акцие хутшăннă
Ачасем пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли кун тӗлне "Хӗрлӗ лента" акцие хутшăннă
Ачасем пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли кун тӗлне "Хӗрлӗ лента" акцие хутшăннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: