Декабрӗн 5-мӗшӗнче Пишпÿлекри Культура керменӗнче "Ырӑ ĕçсем ту" волонтерсен район форумӗ иртнӗ.
Раҫҫейре доброволец (волонтер) кунне ҫулсерен декабрӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Тивӗҫлӗ указа 2017 ҫулта ноябрӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Ҫак уява общественность общество ырлӑхӗшӗн тӳлевсӗр пулӑшу панӑ пек пысӑк ӗҫе явӑҫтарма тӗллев лартать. Волонтер кунӗ обществӑна вӑй-халпа вӑхӑта шеллемесӗр пулӑшакан кашни ҫын хӑйӗн уявӗ тесе шутлама пултарать.
Форума Пишпÿлек районӗнчи волонтер пӗрлешӗвӗсен активисчӗсемпе лидерӗсем, социаллӑ ыйтусене татса пама пирӗн ялпа районти халӑха пулӑшма хатӗр ҫамрӑк граждансем хутшăннă.
Форум шайӗнче ятарлă çар операцине хутшӑнакансене гуманитари пулӑшӑвӗ хатӗрлекен ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗпе Артур Зариповпа волонтерсем валли мотиваци площадки хутшӑннипе "Пӗр тан диалог" ҫавра сӗтел йӗркеленӗ.
Екатерина ЗАХАРОВА.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Екатерина ЗАХАРОВА.