Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Декабрӗн 2024, 12:59

Ăста çынсене савӑнӑҫ парнелет

Хушăлкари Алексей Владимирович Васильевӑн маҫтӑр киленӗвӗсен тӗнчи пуян та тӗрлӗ енлӗ.

Ăста çынсене савӑнӑҫ парнелет
Ăста çынсене савӑнӑҫ парнелет

Хушăлкари Алексей Владимирович Васильевӑн маҫтӑр киленӗвӗсен тӗнчи пуян та тӗрлӗ енлӗ.

Халӑхра каланӑ пек: «Ĕç ăстаран хӑрать!» - шӑпах ҫак сӑмахсенчен пуҫлас килет те ӗнтӗ ӑсталӑхпа талантлă, кӑҫалхи октябрь вӗҫӗнче аллӑ ҫул тултарнӑ ҫемйипе Хушăлкара пурӑнакан Алексей Владимирович Васильев çинчен.

— Çур пурнăçа, чӗрӗк ӗмӗр ытла, эпӗ Хушăлкара пурӑнатăп, вырӑнти вӑтам шкулта Пелепейри педучилище пӗтернӗ хыҫҫӑн учитель пулса ӗҫлеме тытăннăранпа. Эпӗ Кистенлĕри пысӑк та чаплӑ йӑхран. Владимир Иванович аттепе юратнӑ анне Галина Васильевнан эпир пилӗк ача. Пурте ывӑлсем, - тет Алексей Васильев. — Шел те, атте чӗрӗ мар ӗнтӗ, анне чӗрӗ те сывах пур ывӑлӗсемпе мӑнукӗсене савӑнмалăх. Кӑҫал вӑл 75 ҫул тултарнине палӑртрӗ. Манӑн ӗҫ ӑнчӗ: шкулта тӳрех техника ӗҫ урокӗсем, ҫавӑн пекех ӳкерчӗксемпе черчени пачӗҫ. Лайӑх пуянлатнӑ инструментсемпе, оборудованипе тата шкул мастерскойӗнчи станоксемпе ӗҫлесси, картинасем ӳкересси, чертежсем тăвассси — манӑн юратнӑ ĕç пулса тӑчӗ. Ҫаксене пурне те эпӗ ачаранпах, шкулта вӗреннӗ чухнех, хаваслансах тăваттăм, халӗ вара, ӗҫ учителӗ пулса, хамӑн пӗлĕве, ачасене хӑнӑхусене парасшӑн пултӑм. Ҫитменнине тата эпӗ унччен шкулта техника ӗҫӗн учителӗ пулнă Владимир Егорович Григорьев талантлӑ педагог патĕнче вĕреннĕ. Пурте пӗлеҫҫӗ: "мастерсем ҫуралмаҫҫӗ — вӗсем пулса тӑраҫҫӗ". Ку чӑнлӑха эпӗ шӑпах Владимир Егоровичран илнӗ темелле. Ҫакӑншӑн ку таранччен те ăна тав тăватăп. Ҫапла пуҫланчӗ манӑн педагогика одиссеи. Сисӗнмесӗрех педагогика ӗҫӗнчи 25 ҫул иртрӗ, эпӗ вара тивӗҫлӗ канӑва кайрӑм.

Пӗр лайӑх сӑмах пур: ыттисене вӗрентнӗ чухне эпир хамăр та вӗренетпӗр. Алексейăн шăпах ҫапла пулса иртнӗ те. Пултарулӑх ĕçĕ чикӗсĕр. Ҫамрӑк педагог Хушăлка вӑтам шкулӗнче вӗренекенсене ҫулран ҫул хӑйĕн шухӑшӗсене валеҫнӗ, пурнӑҫламалли техникӑпа — чылай тӗрлӗ енлӗ те интереслӗ пулнă. Выставкăсенче Хушăлкари ҫамрӑк мастерсен ӗҫӗсем тĕлĕнтернĕ те, савăнтарнă та.

— Шӑп та шай ачасемпе шкул ӗҫӗ тата педагогика маншӑн хӑй тӗллӗн аталану валли старт площадки пулса тӑчӗ, унтан хӑйне евӗрлӗ художник, скульптор, токарь, тимӗрҫӗ тата кивӗ мотоциклсене юсакан ӑстаҫӑ пулса тӑтăм, — малалла калать Алексей Владимирович. — Хӑйне кирек мӗнле ҫын та скульптор тесе шутлама пултарать, ача чухнех пурте пластилинран тискер кайӑксен, машинӑсен, пуканесен тӗрлӗ кӗлеткисене ӑсталанӑ. Шкулти ачасемпе эпир малтан пластилинран Совет Союзӗн Геройӗн Константин Иванович Степановăн бюстне турӑмӑр, вӑл Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче танкист пулнӑ. Халӗ унӑн бетон бюсчӗ Хушăлкари К.И. Степанов ячӗллӗ паркра тӑрать. Ҫакӑн хыҫҫӑн ман пата воин-десантник ветеранĕсем тухрӗҫ, вӗсем ВДВ командующийӗн Совет Союзӗн Геройӗн Василий Маргеловӑн бюстне, Пишпÿлекри Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗнче вырнаҫтарма валли тума ыйтрӗҫ. Ку маншӑн хисеплӗ те, çав  вăхăтрах яваплӑ та пулчӗ. Паллах, малтан иккӗленсе тӑтăм, анчах килӗшрӗм те ҫак ыйтӑва пурнӑҫларăм.

Пӗррехинче Алексей райцентрта Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ чухне чаплӑ митинга хутшӑнакансене тӗлӗнтерчӗ, тĕп площаде ялав вӗлкӗштерсе ИЖ-49 раритетлӑ мотоцикл кустарса тухрӗ.

— Мотоциклсемпе эпӗ ача чухнех "чирлеттĕм", анчах велосипедсем хыҫҫӑн, — кӑтартать мастер пӗр-пĕрин çумĕнче таччӑн тăракан пĕр вунă "Минск", "Восход", "Иж", "Днепр" мотоциклсене. — Акӑ манӑн ултӑ ҫулта велосипедпа ярӑнма вӗреннӗ пӗрремӗш велосипед тӑрать. Вӑл кивĕ, анчах маншӑн хаклӑ, ӑна кӑларса пӑрахма та шутламастӑп. Мотоциклсене мана тӗрлӗ ялсенчен юсама илсе килеҫҫӗ. Манӑн уйрӑм тӑракан тимӗрҫӗ лаҫҫи пур, унта пӗр татӑк тимĕртен детальсем, теприсене — дюральтен шӑрататӑп. Унтан ăна токарь станокĕпе тирпейлетĕп. Ҫапла вара, кустӑрмисене ҫавӑрман мотоцикл хуллен-хулленех чӗрӗлме тытӑнать. Мотоциклсене аккумуляторсăр тума тата СВО зонӑна ӑсатма хатӗрлеме шухӑш пур.

Калаҫуран ăнлантăм, чи кирли — ӑнланни. Ҫемье членӗсем пурте Алексей Владимировичӑн килĕнĕвӗсен тӗнчине ӑнланаҫҫӗ. Васильевсем 2005 ҫулта çемье йĕркеленĕ. Унӑн мӑшӑрӗ Роза Амеряновна Пелепей хулинче ҫуралса ӳснӗ,

Михайловка вӑтам шкулӗнче ют чӗлхе урокĕсем илсе пырать. Вуннӑмӗш класра вӗренекен Венера тата саккӑрмӗш класра вӗренекен Данил вырӑнти вӑтам шкулта тӑрӑшсах ăс пухаççĕ. Вӗсем хӑйсен ашшӗ аллипе тунӑ япаласем ҫынсене савӑнӑҫ кӳнипе мăнаçланаççĕ.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

 

Ăста çынсене савӑнӑҫ парнелет
Ăста çынсене савӑнӑҫ парнелет
Ăста çынсене савӑнӑҫ парнелет
Ăста çынсене савӑнӑҫ парнелет
Ăста çынсене савӑнӑҫ парнелет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: