-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Кашни ҫул декабрӗн 12-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра патшалӑхӑн тӗп уявӗсенчен пӗрне РФ Конституцийӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Çирĕклĕ клубӗнче "Пирӗн ҫурт - Раççей" пӗлӳ программи иртнĕ. Ачасем уяв историйӗпе паллашнă, Конституци мӗнле улшӑнни ҫинчен пӗлнĕ, РФ гражданинӗн ҫак право документӗнче мӗнле прависемпе тивӗҫĕсене ҫырса хунине аса илнĕ. Ачасем саккуна пӗлменни яваплӑхран хӑтарманнине ӑнланнă.
Унтан вӗсем викторинӑна хутшӑннă, унта мероприятире илнӗ пӗлӗвӗсене кӑтартнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club135580128