#владимирпутин
Вуншар теçетке ҫул тăршшĕ Раҫҫей символӗ пулнисене наградăласси пысӑк чыс, тенӗ Путин.
РФ Президенчӗ Владимир Путин декабрӗн 12-мӗшӗнче Кремльти церемонинче вуншар теçетке ҫул тăршшĕ ҫӗршыв символӗ пулнӑ ҫынсене наградăласси уншӑн пысӑк чыс тесе пӗлтернӗ.
"Маншӑн сире награда пама пысӑк чыс... уйрăмах вуншар теçетке ҫул хушши пирӗн ҫӗршыв символӗ пулнӑ тата эпир пурсӑмӑр та савӑнса, мăнаçланса пурӑннине тунисене", - тенӗ патшалӑх Пуҫлӑхӗ.
Президент тата ҫӗршыва малалла илсе пыракан ҫынсене наградӑлама хавас пулнине палӑртнă.
Декабрӗн 12-мӗшӗнче Владимир Путин Кремль керменӗн Екатерина залӗнче чаплӑ Раҫҫей ҫыннисене патшалӑх наградисем панӑ. Церемоние 30 ытла ҫын хутшӑннӑ, вӗсене орденсемпе, медальсемпе тата хисеплӗ ятсемпе наградӑланӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/medium
https://iz.ru/1806300/2024-12-12/putin-nazval-bolshoi-chestiu-nagradit-simvolov-strany