Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
16 Декабрӗн 2024, 12:14

"Пӗрле пурне те вӑй ҫитеретпӗр"

Çирĕклĕ ял совечӗн пуҫлӑхӗ Людмила Ивановна Романова пӗрлехи ӗҫре çитĕнÿ пуласса шанать.

"Пӗрле пурне те вӑй ҫитеретпӗр"
"Пӗрле пурне те вӑй ҫитеретпӗр"

Çирĕклĕ ял совечӗн пуҫлӑхӗ Людмила Ивановна Романова пӗрлехи ӗҫре çитĕнÿ пуласса шанать.

2023 ҫулхи кӗркунне Çирĕклĕ ял совечӗн депутачĕсен йышӗнчен ял совечӗн пуҫлӑхне Людмила Ивановна Романована суйланӑ. Ял совечӗн пуҫлӑхӗ пуласси — ансат ӗҫ мар, вӑл патшалӑх тата ҫынсен ыйтӑвӗсен кулленхи йывӑрлӑхӗсене пурнăçласси. Ял совет пуҫлӑхӗн ӗҫ-хӗлĕн тĕп тĕллевĕ, чи малтан, шанса панӑ территорире пурӑнакансем туслӑ, хӑтлӑ та ӑнӑҫлӑ пурӑнччӑр тесе палӑртни. Çирĕклĕ ял совечӗн пуҫлӑхӗпе Людмила Романовапа мӗн-мӗн туни, мӗнле йывӑрлӑхсем хумхантарни ҫинчен, малашнехи плансем ҫинчен калаҫатпӑр.

- Людмила Ивановна, кашни пуçлăха-туслӑ та компетентлӑ команда кирлĕ. Хӑвӑр коллектив ҫинчен каласа парӑр-ха.

— Пирӗн пӗрлехи пысӑках мар команда граждансем умӗнче социаллă обязательствӑсене пурнӑҫлать, тӑван ҫӗршыв ытларах илӗрттӗр, ентешсен пурнӑҫӗ лайӑхрах пултӑр тесе тӑрӑшать. Ял тӑрӑхӗнче 919 ҫын пурӑнакан ултӑ ял. Ял совет администрацийӗнче муниципалитет служащийӗсем виҫҫӗн ӗҫлеҫҫӗ. Ял совечӗн опытлӑ ӗҫченӗсенчен пӗри — Наталья Борисовна Артемьева, ял Советĕнчи ĕçсен управляющийĕ. Ҫар учечӗн специалисчӗ тата ҫӗр ӗҫне тӑвакан Валентина Борисовна Саватнева хӑйӗн ӗҫне пӗр кӑлтӑксӑр пурнӑҫлать. Ҫамрӑк пулин те налук енӗпе ӗҫлекен специалист Регина Андреевна Ильмурзина халӑхпа хутшӑнма лайӑх опыт пур. Водитель Вячеслав Иванович Кудряков тата техработник Вера Николаевна Кириллова ӗҫре ылмаштарми ĕçченсем.

Ял совет администрацийĕ аренда илнĕ ҫуртра вырнаçнă. Ринат Саматович Вахитов фермера тавах, вӑл пире тӳлевсӗр йӗркепе ҫурт панӑ, эпир коммуналлӑ тӳлевсене ҫеҫ тӳлетпӗр.

— Ял советне мӗнле ыйтусемпе час-часах килеççĕ?

Ял администрацийӗ — пӗрремӗш инстанци, унта ял тăрахĕнче пурӑнакансем хӑйсене хумхантаракан ыйтусемпе килеççĕ. Ял совечӗн пуҫлӑхӗ тата специалисчӗсем патне ытларах документсене  — льготӑсемпе субсидисем, электроснабжени, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвасси пирки йӗркелесси ҫинчен ыйтма килеççĕ. Халӑх ыйтӑвӗсемпе сӗнӗвӗсене пурне те тӗрӗслеве илеҫҫӗ, вӗсене пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.

— Хӑвӑр приоритетсем ҫинчен каласа парӑр-ха, мӗн тума чи малтан вăй хуратăр?

Ыйтусем нумай, бюджет çеç вара вӗсене валли, шел пулин те, сахалрах. Анчах эпир халӑхӑн хальхи ыйтӑвӗсене активлӑ татса пама тӑрӑшатпӑр. Приоритетра — хӑтлӑх ыйтӑвӗсем. Хӑтлӑх — ку пӗр кун ҫеҫ мар, вӑл ҫулталӑкӗпех чарӑнмасть. Ирттерекен ӗҫсен тӗп тӳпи ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннеччен пырать: общество территорисене лайӑхлатасси, ҫӳп-ҫапсене, ӳсентӑрансене пуҫтарасси, çулса  тирпейлесси. Ял тӑрӑхӗн территорине ешертес енӗпе нумай ӗҫсем тӑватпăр. Кӑҫал ҫуркунне кӑна эпир 1700 ытла хырпа чӑрӑш лартрăмăр. Çирĕклĕпе Ситекре пурӑнакансем хӑйсем пуҫарнипе ача-пăча площадкисене туса лартнӑ, вӗсене тирпейлесе пăхса тăрасси ял совечĕн ĕçченĕсем çинче — юсаса сӑрласси. Урамри ҫутта тимлетпӗр: энерги перекетлекен ҫутаткӑҫсене улӑштаратпӑр. Çулсем хĕрринчи йывӑҫсене вӑхӑтлă касатпăр, кĕперсен конструкцисене сӑрлатпӑр. Ҫуллахи тапхӑрта беседкӑсене сӑрӑпа сӑрларăмăр, юпасене шуратрăмăр. Автомобиль ҫулӗсем хĕрринчи ҫӳп-ҫапа яланах пуҫтаратпӑр, ҫӑлкуҫсене хӑтлӑх кӗртетпӗр. Ял совет территорийӗнче хӑтлӑ сакӑр ҫӑлкуҫ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене хисеплесе тата тепӗр ҫӑлкуҫа хӑтлӑлатма палӑртатпӑр. Вырăнĕ хатӗр, площадкӑна тикӗсленӗ. Ҫуркунне ӗҫсене ҫӗнететпӗр. Унта парк хывма, часовня лартма планлатпӑр. Илемлӗ вырӑн пулмалла.

Ҫӳп-ҫап контейнерӗсемпе вӗсем ҫумĕнчи территорисене тирпейлесси те пирӗн полномочинче. Ҫулла контейнерсене сӑрланӑ, хытхурана ҫулнӑ, сапаланса кайнӑ ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ. Хӗлле контейнерсен площадкисене юртан тасатӑпӑр.

Обелисксене, парксене пӑхса тăратпӑр. Çирĕклĕре Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑнакансен мемориалĕ патĕнче митингсем тата ытти мероприятисем иртеҫҫӗ. Ситекри Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсен паркӗ астăвăм вырӑнĕ шутланать. Вӗсене таса та тирпейре тытатпăр. Ку ӗҫре пурӑнакан вырӑнсенчи халӑх, ялсенчи Культура çурчӗсен ӗҫченӗсем пысӑк пулӑшу параҫҫӗ.

— Хальхи ыйтусене татса пама вырӑнти пуҫарусене пулӑшакан программа пулӑшать. Çирĕклĕ ял советӗнче ку планра пур-и?

— Пӗлтӗрхи сентябрьте Çирĕклĕре Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑнакансен мемориалне уҫрăмăр, ăна ППМИ хутшăннине пула ҫӗнетнĕ. 2024 ҫулта ҫӗнӗ ППМИ конкурсӗнче иртрӗмĕр, Ситекри Центральная урамӗнче пурӑнакансен ӗмӗтне пӗрле пурнӑҫлама пултартӑмӑр — çул-йӗр юсавне ирттертӗмӗр: ҫул ҫине грави сапрӑмӑр. Ҫынсем ку ӗҫе хастар хутшӑнчӗҫ, пуҫару ушкӑнĕ лайӑх ӗҫлерӗ. Ӗҫ вӗҫленчӗ, ҫул тикӗс те хӑрушсӑрланчӗ. ППМИ-2025 — Çирĕклĕри Центральная урамӑн ҫул-йӗрне юсама хатӗрленетпӗр.

- Людмила Ивановна, сире ӗҫре кам пулӑшать?

— Кирек мӗнле ыйтура та упӑшка Юрий Дмитриевич яланах ӑнланать, пулӑшать. Паллах, кашни ялта пулӑшакансем пур, вӗсем кирек мӗнле чӗнӗве те пулăшма хатĕр. Эпир те халӑха сӗнекен пуҫарусенче яланах пулӑшатпӑр. Субботниксем ирттернӗ чухне унта пурӑнакансем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ӗҫсене ялсен старостисем йӗркелеҫҫӗ: Геннадий Петрович Андреев тата Иван Кириллович Григорьев.

Ял тӑрӑхĕнчи депутатсен корпусӗнчен пысӑк пулӑшу килет. Пӗрле ыйтусене татса паратпăр, приоритетлă ĕçсене палăртатпăр, чӑн-чӑн ыйтусене татса паратпӑр. Александр Иванович Иванов, Владимир Михайлович Платонов, Вера Аванировна Ефимова депутатсем яланах ҫыхӑну тытаҫҫӗ, ларусемпе сессисене, мӗнпур мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ.

Спонсорсене: КФХ пуҫлӑхӗсене Юрий Иванович Иванова, Сергей Витальевич Антонова, Ринат Саматович Вахитова, Сергей Федорович Петрова уйрăмах тав тӑвас килет.

— Ял тăрăхĕ мӗнпе пурӑнать?

— Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн мерисене пӑхӑнассине уйрӑмах тимлетпĕр. Яланхи йӗркепе обходсем йӗркелетпӗр, ҫав обходсенче пурӑнакансемпе профилактика калаҫăвĕсем ирттеретпӗр.

Ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансен райцентра тухмасӑрах медицина пулӑшӑвӗ илме май пурри савӑнтарать. Çирĕклĕре модульлĕ ФАП ӗҫлет, кӑҫалхи сентябрьте Ситекре те ҫӗнӗ модульлĕ ФАП уҫӑлчӗ, унта халӑха йышӑнма тата ӗҫлеме мӗнпур условисем пур.

Художествăлла хăй пултарулӑх пирӗн лайӑх шайра. Пирӗн артистсем районти сценăсем ҫинче кӑна мар, ҫӗршывӑн ытти регионӗсенче пирӗн районпа тивӗҫлипе паллаштараҫҫӗ. Ҫулла Ситекре "Питрав пуххи" чӑваш культура уявĕ иртрĕ. Чӑваш Республикинчен те хӑнасем пулчӗҫ. Хутшӑнакансем мероприяти ҫӳллӗ шайра иртнине палӑртрӗҫ. Халӗ ҫак уяв çулленхи йӑлана кӗртесшĕн.

Паянхи чăнлăхра ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансенчен нумайӑшӗ контракт ҫине алӑ пусаҫҫӗ тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаҫҫӗ. Пирӗн ял тăрăхĕнче ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ — гуманитари пулӑшӑвне пухассинчен айккинче юлмаҫҫӗ. Кам мӗнпе пулӑшма пултарать, пуринпе те боецсене пулӑшма тӑрӑшать. Ситекре Наталия Ивановна Клишина ертсе пынипе тачă халăх команди пирӗн боецсем валли 170 маскировка сетки çыхса янӑ, унсӑр пуҫне вăрах çунакан шăрпăксем, блиндаж ҫуртисем, ҫыхӑсем, чей хатӗрлеҫҫӗ, нашлемниксем тăваççĕ, укҫа-тенкӗ пухӑвӗсене хутшӑнаҫҫӗ. Çирĕклĕре ку ӗҫе Тамара Витальевнапа Александр Геннадьевич Петров ертсе пынипе ирттереҫҫӗ. Кашни уйӑхра пирӗн боецсем валли укҫа-тенкӗ пухассине Олеся Валериановна Андреева йĕркелет.

Халӗ, Ҫӗнӗ ҫул умӗн, елка туса хатӗрлетпӗр, ҫӗнӗ ҫул хулине администраци ҫурчӗ умӗнче илемлететпӗр. Ял совечӗ ҫулсеренех пирӗн ялти Культура çурчӗсем валли чӑрӑшсем хатӗрлет.

- Малта пысӑк плансем нумай пулмалла.

- Плансем нумай, анчах, эпӗ палӑртнӑ тӑрӑх, бюджет дефицитлă. Ҫапах ял тăрăхĕ пурӑнать. Малалла та ҫӑлкуҫсене, общество территорийӗсене хӑтлӑлатӑпӑр. Масарсене хӑтлӑх кӗртес ӗҫе малалла тӑсӑпӑр. Ҫуркунне Мишаровка ялӗ патӗнчи масара пахча ҫавӑрас тетпĕр, материалсене туяннӑ ӗнтӗ.

Çирĕклĕпе Ситекри Культура çурчӗсене юсас килет, вӗсем тахҫанах кивелнӗ. Культура ҫурчӗсем — граждансен пухӑвӗсене, тӗрлӗ культура мероприятийӗсене пухӑнма пултаракан пӗртен-пӗр вырӑн. Вӗсене ҫитес ҫулсенчех юсав планне кӗртессе шанатпӑр, эпир хамăр вӑй ҫитереймĕпĕр.

— Ял совечӗн пуҫлӑхӗ пулнă май, сире пуринчен ытларах мӗн пӑшӑрхантарать?

— Ӑшчик вӑркать, хамӑрăн  ăшă гараж ҫукки пӑшӑрхантарать, халӗ эпир ӑна арендават тӑватпӑр. Гараж пушар емкостьне упрама кирлӗ. Ял совечӗн хӑйӗн МТЗ-80.1 трактор пур. Вӑл пире хӑтлӑх кӗртес, хӗлле ҫулсене тасатас енӗпе ӗҫ тунӑ чухне пулӑшать. Трактора 2014 ҫултах туяннӑ, ҫавӑнпа запас пайĕсемпе юсав кирлӗ, хывмалли япаласем кирлӗ. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн штатӗнче тракторист вакансине пӑхса хӑварман, ҫавӑнпа кашнинчех тракторпа ӗҫлеме ҫын шырама тивет.

Халӑх пурӑнакан вырӑнсем хушшинчи ҫулсен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 11 километр ытла пулать. Хӗллехи тапхӑрта юр тасатма йывӑр.

Ҫамрӑксем тухса кайни пӑшӑрхантарать — ялта ӗҫ ҫук. Ҫӗнӗ ҫемьесем йĕркелентерес, ачасем ҫуралтарас килет. Çирĕклĕ ял советӗнче шкулсем ҫук, ачасем райцентр шкулне автобуспа ҫӳреҫҫӗ.

- Людмила Ивановна, пуç усмасса мĕн пулӑшать?

— Ҫынсем пулӑшни. Унсӑр нимӗнле ӗҫ те ӑнмасть. Пулӑшу пур чухне — пĕрле пурне те тума пулать. Ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансене пурне те ырӑ кӑмӑлпа пулӑшнӑшӑн чĕререн тав тӑватӑп. Меллĕ самантпа усӑ курса ҫитес Çӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатӑп. Ҫӗнӗ шанчӑк, ҫӗнӗ ӑнӑҫусем, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем! Кил-ҫуртсенче канлӗхпе чун канлӗхӗ пултӑр. Тӑнӑҫлӑхпа савӑнӑҫ!

Ирина ФОМИНА калаçнă.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Людмила Романован архивӗнчен.

 

 

"Пӗрле пурне те вӑй ҫитеретпӗр"
"Пӗрле пурне те вӑй ҫитеретпӗр"
"Пӗрле пурне те вӑй ҫитеретпӗр"
"Пӗрле пурне те вӑй ҫитеретпӗр"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: