ПР Суту-илӳ тата пулӑшу ӗҫӗсен министерстви Пушкӑрт территорийӗнче Çӗнӗ ҫулхи каникулӗн ҫитес кунӗсенче алкоголь продукцине уйрӑммӑн сутма юраманни ҫинчен пӗлтерет, общество апат-çимĕç хатĕрлекен вырăнсемсĕр пуçне.
- Январӗн 3, 4 тата 5-мӗшӗсенче — 17.00 сехетрен пуҫласа 10.00 сехетчен.
- Январӗн 6-мӗшӗнче — 17.00 сехетрен пуҫласа 23.00 сехетчен вырӑнти вӑхӑтпа.
Ҫапла вара тăватă куна лавккасенче суту-илӳ тума чараççĕ.
Барсемпе ресторансенче яланхи пекех эрех-сăра ӗҫме юрать.
Палӑртнӑ чарусене пӑснӑшӑн административлӑ штрафсем пӑхса хӑварнӑ: должноҫри ҫынсем валли — 20 пин тенкĕрен пуҫласа 40 пин тенкӗ, юридика сăпачĕсем вали — 100 пин тенкĕрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран продукцие конфискацилесси таранччен