"Раççей сирӗншӗн мӗн вӑл?" ыйту çине хуравланă чухне ҫӗршыв Президенчӗ историе, культурӑна, йӑласене, территорине асӑннă.
– Анчах чи кирли - ҫынсем! – тенӗ Владимир Путин.
Раҫҫей лидерӗ телевизор курма вӑхӑт ҫитменнине палăртнă, анчах Раҫҫей спортсменӗсем тухса каланине сӑнама май килсен пирӗн ҫӗршыв представителӗсем ҫине мӑнаҫланса тата савӑнса пӑхатăп, тенĕ. Олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемшӗн, ҫамрӑк ученӑйсемшӗн президент савӑнать.
– Хам ҫемье членӗсен ҫитӗнӗвӗсем пек ӑнӑҫлӑ пулнӑшӑн савӑнатӑп. Раççей ҫине ҫемье ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑп, – тенӗ президент.
Владимир Путин часах Раҫҫей ҫыннисем ҫемье уявӗсене – Ҫӗнӗ ҫул тата Христос Раштавне - паллӑ тӑвассине палӑртнӑ, президент ҫӗршывра пурӑнакансене хӑйсен ҫывӑх ҫыннисене ытларах тимллеме суннӑ.
– Ӑнӑҫу сире, телей тата ырлӑх! - вĕçленĕ Президент тӳрӗ линине.
https://mgazeta.com/news/novosti/2024-12-19/vladimir-putin-rossiya-eto-semya-4060426