#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин "Ĕмӗт елки" ыркӑмăллӑх акцине хутшӑнаканпа — Белгород облаҫӗнчи Шебекино хулинчи 10 ҫулти Маргарита Руцинскаяпа телефонпа калаҫнă. Кун ҫинчен декабрӗн 24-мӗшӗнче Кремлĕн Telegram-каналĕнче пӗлтернӗ.
"Эпӗ сана чи лайӑххине сунатӑп, ҫитес Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатӑп!" — тенӗ Путин шкул ачине.
Президент Маргаритăн ӗмӗтне пурнӑҫланă: шкул ачи "Сухой Суперджет 100» авиатренажерпа тренировка вĕçевĕ тунă.
Хӗрача ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Мускава килнӗ. Вӗсем пӗрле "Россия" наци центрӗнче пулнӑ, Станиславский тата Немирович-Данченко ячӗллӗ музыка театрӗнче "Щелкунчик" балет курнӑ. Унсӑр пуҫне Маргарита валли Мускав çывӑхӗнче вертолет экскурсийӗ йӗркеленӗ.