Ситекпуçĕнче ҫавра сӗтел иртнӗ: "Урӑ пулни — пурнӑҫ норми!».
Тӗлпулӑва Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Семенов уҫнă. Вӑл тӗлпулӑвӑн тӗп тӗллевсемпе тата задачисемпе паллаштарнă, алкоголь проблемине сывӑ пурнӑҫ йӗрки тата профилактика пӑхӑнса тӑракансен контексӗнче сӳтсе явни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă.
Пишпÿлекри тĕп район больницин наркологи кабинечӗн медицина сестри Татьяна Николаевна, алкоголь сывлӑха мӗнле витӗм кӳни ҫинчен лекци ирттернӗ. Вӑл алкоголе çамрăкла ĕçме тытăнни ӳтпе психика аталанӑвне пӑсни, киревсӗр ӗҫсем ҫинчен каласа панă.
Пишпÿлек районӗнчи Çемье центр ертӳҫи Надежда Герольдовна Сидорова ҫавӑн пекех сиенлĕ йӑла-йӗркен профилактики пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнлантарса панă.
Ҫавра сӗтеле хутшӑнакансем сӳтсе явма хастар хутшӑннă, ыйтусем панă, хӑйсен шухӑшĕсене каланă. Пурнăçран илнĕ тӗслӗхсене пӑхса тухнă, хӑтӑлмалли меслетсене сӳтсе явнă. Ыйтусем медицина аспекчӗсем енĕпе ҫеҫ мар, социаллӑ тата психологи енĕсене те пырса тивнӗ.
Мероприяти алкоголь проблемине ӑнланса илме чылай витӗм кӳнĕ. Вӑл хăвăн сывлӑхпа пурнӑҫ йӗрки ҫине яваплӑ пӑхассинче пӗлтерӗшлӗ утăм пулса тӑнă.
Ситекпуç — урӑ ял!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечӗн социаллă сетьри страницинчен.