#владимирпутин
Путин Раҫҫей ҫӑлавҫисене Раҫҫей хӑрушсӑрлӑхӗн тытӑмӗнчи шанчӑклӑ сыпăкĕ тенĕ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей ҫӑлавҫисене професси уявӗпе саламланă, вӗсем РФ хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗнче шанчӑклӑ сыпăк пулнине палӑртнă.
"Хисеплӗ юлташсем! Хаклӑ ветерансем! Сире уяв - Çӑлавçă кунӗпе чӗререн саламлатӑп. МЧС сотрудникӗсем пирӗн обществӑра тивӗҫлӗ хисеппе тата йышăнупа усӑ кураҫҫӗ. Пӗрремӗш сигналпа эсир инкеке лекнӗ ҫынсене пулӑшма васкатӑр", - тенӗ Путин Çӑлавçă кунĕ ячӗпе саламласа.
Президент Раҫҫейри ҫӑлавҫӑсем ҫут ҫанталӑк тата технологенлă чрезвычайлӑ лару-тӑру палăрăмĕсене оперативлӑ пӗтернине, хӑрушсӑрлӑх требованийӗсене тата кирлӗ объекта кирлӗ пек эксплуатациленине сӑнанине, чи кирлӗ лару-тӑрура пӗрлехи килӗшӳллӗ команда пек тӗрӗс ӗҫленине палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/
https://ria.ru/20241227/putin-1991568436.html
материалĕсем тӑрӑх.