2025 ҫулхи пӗрремӗш кунӗнче Пишпÿлек ялӗнче "Забег обещаний" иртнӗ. Мероприяти активлă пурнӑҫ йӗркине юратакансене пухнă, вӗсем ҫулталӑка ҫӗнӗ тӗллевсене пурнӑҫлассинчен активлӑ пуҫлама йышӑннă. Кӑмӑл тӑвакансем пурте тепӗр ҫула хӑйсен сӑмах панисене старт номерӗсем çине ҫырнă та дистанцие тухнă.
Чупма хутшӑнакансем юрлӑ дистанцие хӑйпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе туслӑ атмосферӑра ҫӗнтернӗ. Чупăшăва Хӗл Мучипе Юрпике те хутшӑннă. Унтан асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗксем ӳкнĕ те Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн специалисчӗсем хатĕрленĕ ӑшӑ чей ӗҫнĕ.
Администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Данилов чупăшăва хутшăннă ҫынсене тав тунă.
Р.А. Баталова ячĕллĕ Спорт хатӗрлев центрӗн директорӗн заместителӗ Алсу Айратовна Кадырова чупăшу умĕн çула май сӑмах тухса каланă тата чупăшăва хутшăннă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz