#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2025 ҫулта пӗрремӗш документсене алӑ пуснӑ, распоряженисенчен пӗри РФ Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин коллегийӗн йышне улшӑнусем кӗртет. Патшалӑх Пуҫлӑхӗн указне право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче январӗн 2-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.
Документпа килӗшӳллӗн, чрезвычайлӑ тата полномочиллӗ посол, Раҫҫейри Великобританинчи диппредставительствăн ертӳҫи пулнӑ Александр Яковенкона Раҫҫей МИД коллегийӗнчен кӑлараҫҫӗ. Коллеги членне нумай енлӗ гуманитари ӗҫченлӗхӗпе культура ҫыхӑнӑвӗсен департаменчӗн директорӗ Александр Алимова ҫирӗплетнӗ.
Путинӑн иккӗмӗш распоряженипе Раҫҫей Федерацийӗн Юстици министерствин коллегийӗн йышне улшӑнусем кӗртнĕ.
Унсӑр пуҫне патшалӑх пуҫлӑхӗн ҫӗнӗ ҫулта пӗрремӗш указӗ Раҫҫейри Следстви комитечӗ ҫинчен калакан положение улшӑнусем кӗртет.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Kremlin Pool / Globallookpress.com
https://iz.ru/1817473/2025-01-02/putin-podpisal-pervye-dokumenty-v-2025-godu