Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Общество
14 Кӑрлач 2025, 07:38

Ача садĕнче "Тавтапуҫ" кунне паллă тунă

"Дюймовочка" ача сачĕн Йăлпăлакри филиалĕнче "Пчелки" тӗрлӗ ҫулти ушкӑнра Пӗтӗм тӗнчери "Тавтапуҫ" кунне халалланӑ тематика кунӗ иртнӗ.

Ача садĕнче "Тавтапуҫ" кунне паллă тунăАча садĕнче "Тавтапуҫ" кунне паллă тунă
Ача садĕнче "Тавтапуҫ" кунне паллă тунă


"Дюймовочка" ача сачĕн Йăлпăлакри филиалĕнче "Пчелки" тӗрлӗ ҫулти ушкӑнра Пӗтӗм тӗнчери "Тавтапуҫ" кунне халалланӑ тематика кунӗ иртнӗ. Ҫав кун педагог ачасемпе "Тавтапуҫ" сăмаха кам тата мӗншӗн çак ҫепӗҫ сӑмаха шухӑшласа кӑларнă" калаҫу ирттернӗ, "Спасибо" ятлă сӑвă вуланă, "Тусна тав ту", "Тавтапуҫ" сăмаха хӑҫан каламалла" вăйăсем вылянă, "Ваттисен сăмахĕсем тата сӑпайлӑх" сӑмах вӑйи вылянă, "Спасибо" открыткӑсем тунă, ача садӗнче ӗҫлекенсене тав туса парнеленĕ.
Ҫак уява пӗтӗм тӗнчери ҫынсене ҫынсем хушшинче воспитани тата сӑпайлӑх кирлине, тав тунине палӑртма манмалла маррине аса илтерме паллă тăваççĕ. Пӗр-пӗрне час-часах тав тӑвӑр!
#международныйденьСпасибо
Сăнÿкерчĕкĕсем: "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club210640610

 

 

 

Ача садĕнче "Тавтапуҫ" кунне паллă тунă
Ача садĕнче "Тавтапуҫ" кунне паллă тунă
Ача садĕнче "Тавтапуҫ" кунне паллă тунă
Ача садĕнче "Тавтапуҫ" кунне паллă тунă
Ача садĕнче "Тавтапуҫ" кунне паллă тунă
Ача садĕнче "Тавтапуҫ" кунне паллă тунă
Ача садĕнче "Тавтапуҫ" кунне паллă тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас