Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ социаллӑ сетьсенче пост пичетлесе кӑларнӑ.
Радий Хабиров Уфари хосписа кивĕ ҫӗнӗ ҫула килсе курасси ырӑ йӑла пулса тӑнине палӑртнӑ. Ку пӗтӗмпе халăх укçипе тунă хӑйне евӗрлӗ вырӑн, йывӑр чирлӗскерсемпе ачасене специализациленӗ пулӑшу парать. 120 ытла ӗҫчен - врачсем, медсестрасем, административлӑ персонал тата волонтерсем - пациентсемпе вӗсен ҫемйисемшӗн талӑкӗпех тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсене ӑшӑ та пулӑшу парса.
- Ҫулталӑк хушшинче хоспис пин пациент, ҫав шутра 126 ача, йышӑннă, - палӑртнă Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров. - Сотрудниксем 3 пин ытла хут ҫынсем патне килĕсене кайнӑ.
Регион ертӳҫи коллектива тата хосписри пациентсене уяв ячӗпе саламланӑ, вӗсене ырӑ суннӑ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2025-01-14/radiy-habirov-rasskazal-o-dobroy-traditsii-na-staryy-novyy-god-4082695