Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
17 Кӑрлач , 09:57

СВОна хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисене - тимлĕх

2025 ҫул Пушкӑрт Республикинче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшмалли çул тесе пӗлтернӗ.

СВОна хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисене - тимлĕх
СВОна хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисене - тимлĕх

2025 ҫул Пушкӑрт Республикинче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшмалли çул тесе пӗлтернӗ. Вӑл пирӗн районта мӗнле пуласси, мĕнле мероприятисем иртесси тата административлӑ шайра йышӑнусем тӑвасси ҫинчен эпир районти "Защитники Отечества" Патшалӑх Фончӗн социаллӑ координатор-кураторĕпе Гузель Хисамутдиновапа калаҫатпӑр.
— Район хаҫачӗн вулаканĕсене пурне те Çӗнӗ ҫул уявӗсемпе, православи тĕнне ĕненекенсене пурне те — Раштавпа тата Турă шыва кĕнĕ кунпа саламлас тетӗп. Кунсем хӑвӑрт улшӑнса пыраҫҫӗ. Сисмесӗрех эпир пурте ҫӗнӗ ҫулхи январӗн варрине ҫитрӗмӗр те, - тет Гузель Ахметовна, хӑйӗн кабинетӗнче кашни кун килсе ҫӳрекенсене йышăнма хатӗрскер. — Юратнӑ ывӑл Ильнур Хисамутдинов икӗ ҫул каялла ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă хыҫҫӑн, хамăн анне хуйхине мӗнле те пулин сирсе ярас тесе, тӑван Кăркан ялĕнче волонтер ӗҫне йĕркелесе яраканӗ пулса тӑтăм. Эпӗ çапăçакан упӑшкасемпе ывӑлсене пулӑшма чӗннине ял ҫыннисем нумайӑшӗ сасӑ пачӗҫ, ырларĕç. Ҫакӑншӑн вӗсене пурне те питӗ тав тӑватӑп. Эпир, районти нумай халӑх пурӑнакан вырӑнсенчи пекех, гумконвой пуҫтарма, маскировка сеткисем явма тытӑнтӑмӑр, Пушкӑртстанри хамӑр ентешсене ҫапӑҫӑва яма укҫа-тенкӗ пухма тытӑнтӑмӑр. Пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ ҫакӑнпа пурӑнтӑм. Пĕлтĕрхи ноябрь вӗҫӗнче район администраци пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов мана, тухса тӑракан йышлӑ ыйтусене, СВОна хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшу пама, районти куратор пулма ыйтрӗ. Ҫапла эпӗ Пишпÿлек районӗнче "Защитники Отечества" Патшалӑх Фончĕн социаллӑ координаторӗ пулса тӑтӑм.
Ҫак организацин тӗп координаци центрӗ Уфара вырнаҫнӑ. Хĕрарăм часах Саратовра хӑвӑрт вӗренӳ курсне иртнĕ. Федерацин Атӑлҫи округӗнче "Защитники Отечества" республика Фончӗ чи лайӑххисенчен пӗри шутланать. Фондӑн пӗтӗм ӗҫĕ тӑванӗсемпе тата ҫывӑх ҫыннисемпе ҫыхӑнма ҫуккишӗн хуйхӑракан, хальхи вӑхӑтра хӑйсен ӑшӗнче хуйхăракансемпе калаҫса вӗсем чӗрӗ юласса, часах тӑванӗсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе ҫыхӑну тытма тухасса чун-чӗререн шанса тӑракан ҫынсене пулӑшу парас ӗҫре. Ҫавӑн пекех СВОна хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене санаторипе курорта каймалли путевкӑсем туянма пулӑшассинче.
— Кунта кашнинпе уйрăм калаçма пĕлни кирлӗ, - малалла калать Гузель Хисамутдинова. — Ун ҫинчен каламасӑр тӑма пултараймастӑп, мана ҫӗнӗ ҫул парни пек нумай вӑхӑт тăршшĕпе ҫыхӑнăва тухман икӗ боец тупӑнни пулчĕ. Тупӑннӑ вӗсем! Чӗрӗ те сывах! Эпӗ савӑннипе макăрса та илтĕм. Уйрӑмах ҫакна палӑртас килет: ку ӗҫе район администрацийӗ те мана пур ӗҫре те пулӑшса, тӳрремĕн ертсе пырать. Ку чи малтан документсене йӗркелесси тата вӗсене ҫитес ҫӗре илсе ҫитересси. Эпӗ икӗ уйӑх ӗҫленӗ хушӑра ҫак кабинетра ҫӗр ҫынна яхӑн пулчӗ. Кашни кунах пилӗк — ултӑ ҫын килет. Телефонпа шӑнкӑравланисен шучӗ яланах икӗ теҫетке ытла пулать.
Гузель Ахметовна хӑй патне пыракансене ҫемьене вутӑпа тивӗҫтермелли, госпитальте реабилитациллӗ сиплев докуменчӗсене йӗркелеме пулӑшмалли ыйтусем ҫинчен каласа парать. Пирӗнпе калаçакан хӑйӗн кабинетӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫар служащисене шырама ДНК тест тума биоматериал та илет иккен. Шырав карттине вӑл ҫын мӗнле ҫын иккенне пур паллӑсем тӑрӑх та, татуировкӑсем, турпаллиссем таранах, шӑлӗсен санаци сӑнӳкерчӗкӗсем таранах ҫырса тултарать. Ку ӗҫе те асӑннӑ Фонд урлӑ оперативлӑ туса пыраҫҫӗ.
— Хальхи вӑхӑтра районти Фондӑн 2025 ҫул валли ӗҫ план-проектне тума хатӗрленетӗп, - тет Гузель Ахметовна. — СВОна хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшмалли çулталăка 2025 ҫулхи февралӗн 23-мӗшӗнче уçаççĕ вӗт. Пӗтӗмӗшле планра ҫулталӑк хушшинче ҫӗр мероприятирен кая мар ирттерме палӑртнӑ. Вӗсене пурне те тематика енӗпе уйӑрӗҫ. Общественность тата волонтерсем, ҫемьесем тата СВОна хутшӑнакансем пулӑшнипе пӗрле ирттернӗ пӗтӗм ырӑ ӗҫсем ҫинчен район хаҫатĕнче эпир темиçе хут та ҫутатăпӑр пулӗ тесе шутлатӑп.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

 

СВОна хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисене - тимлĕх
СВОна хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисене - тимлĕх
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: