Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
21 Кӑрлач , 13:04

Хӑй ӗненнине шанчăклă юлать

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшу памалли ҫул.

Хӑй ӗненнине шанчăклă юлать
Хӑй ӗненнине шанчăклă юлать

Район администраци пуҫлӑхӗн экономика, инвестици политики тата предпринимательство енĕпе ĕçлекен ҫумӗ Эллина Загидовна Суфьянова ятарлӑ ҫар операцине ӑнӑҫлӑ ирттерме яланах чун-чӗререн пулӑшма хатӗр.
— Район администрацийӗнчи ҫӗнӗ должноҫра ĕçлеме эпӗ нумай пулмасть тытӑнтӑм — иртнĕ ҫул вӗҫӗнче, — тет ҫӗршывра пулса иртекен ӗҫсем ҫине тата таврари чӑнлӑх çине пӑхса, креативлӑ ӗҫсем тума хатӗр ҫамрӑк Эллина Суфьянова. — 2022 ҫулхи октябрьтен пуҫласа "Все для фронта — Бижбуляк» волонтер юхӑмне хутшӑнтăм. Ку ӗҫ хавхалантарса ячӗ, ҫӗнтерĕве ҫывхартасса шанма май пачӗ. Кӳршӗ районта маскировка сеткисем активлӑ явма пуҫланине курсан ял поселенийӗсен халӑх пурӑнакан вырӑнӗсем тӑрӑх районти волонтер юхӑмне йӗркелеме хутшӑнтăм. Ертӳҫӗсене кашни пунктра суйласа илсе тухӑҫлӑ ӗҫ пуҫланчĕ. Малтан вӗсем маскировка сеткисем ҫыхмалли пунктсем çеç пулчĕç, кайран вӗсем пирӗн салтаксен — СВОна хутшăнакансен — нумай заказӗсене пурнӑҫлакан волонтер пункчӗсем пулса тӑчĕç. Ӗҫе 2023 ҫулхи февральтен пуҫласа туса пыраҫҫӗ. Манӑн ӗҫ пур пунктсене те кирлӗ материалсемпе пӗр чарӑнмасӑр тивӗҫтерессинче пулчӗ. Хамӑр районти тата Пушкӑртстанри çапăçакан ентешсене пулӑшу пама пӗр харӑссӑн чӗннине ялти халăх хуравланине хамӑн куҫпа курса тӳссе ирттернӗ туйӑмсене сӑмахпа каласа пама та йывӑр. Пирӗн районти волонтер ретне кӗнӗренпе эпӗ гуманитари конвойӗсене йӗркелес ӗҫе тӳрремӗн хутшӑнма пуҫларӑм. Хальхи вӑхӑтра вӗсен пӗтӗмӗшле йышӗ виҫӗ теҫетке ытларан та иртнĕ ӗнтӗ. Халӗ те пирӗн команда ентешсене ятран янӑ посылкӑсем ярса тӑрать. Адреслă посылкăсемсӗр пуҫне эпир "Башкортостан" полка посылкӑсем яратпӑр. Посылкӑсене эпӗ хам та, май килнӗ таран ытти майсемпе те илсе ҫитеретӗп, хăш чухне лашасемпе тата кӑвакарчӑнсемпе илсе ҫитерменни çеç юлнă тесе шӳт тӑватӑп. Чи ырри, паллах, алӑран алла пани. Волонтерствӑра ӗҫлекенсен мӗн пулса иртнине хӑйсен куҫӗпе курмалла тата информацие ыттисене тӗрӗс ҫитермелле тесе шутлатӑп. Фронт линийӗнчен тӑватӑ-пилӗк километрта та пултăм, - тет хăюллă хĕрарăм.
Пирӗн калаҫу пынӑ май Эллина Суфьянова салтаксенчен тав ҫырӑвӗсемпе вӗсем панӑ "СВОна пулӑшнӑшӑн" тата "СВО волонтерĕ" медальсене кӑтартать. Ҫавӑн пекех унăн ПР Пуҫлӑхӗнчен Радий Хабировăн волонтерсен тухӑҫлӑ ӗҫӗшӗн тата гуманитари пулӑшӑвне хастар хутшӑннӑшӑн пысӑк Хисеп грамоти те пур.
— Ҫухалнӑ боецсене шырама ман пата тӑванĕсенчен нумайӑшӗ пулӑшу ыйтма тухаҫҫӗ. Кусем вӗсен ывӑлӗсем, тӑванӗсем е упӑшкисем тахҫантанпах ҫыхӑнăва тухманнисем. Хурав памасăр тăма питӗ йывӑр вӗсене. Хам паллакан командирсемпе калаçатӑп, вӗсем боецсен командирӗсем урлӑ хӑйсен информацине параҫҫӗ, - тет малалла Эллина Загидовна. — Октябрь вӗҫӗнче "Пӗрремӗш Юрта" ҫӗнӗ проект ҫинчен пӗлтерчӗҫ — çакă республикӑри хӗрарӑмсем госпитале пирӗн боецсене пулӑшу пама кайни пулать, унта мана хутшӑнма сӗнчӗҫ. Эпӗ шухӑшласа та тӑмарӑм, 2024 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче команда составӗпе ҫула тухса кайрӑм. 2024 ҫулхи декабрӗн 26-мӗшӗнче вара ушкӑн ертӳҫи пулса ҫӗнӗ ҫул уявӗсене кӑҫалхи январӗн 11-мӗшӗччен тухса кайрăм. Госпиталь вӑл - курма каякан вырӑн мар, унта эсӗ ӗҫе кӗретӗн те пӗтӗмпех парӑнатăн. Икӗ эрне хушшинче пирĕн командӑран пӗри те канмалли кун илмерĕç, пурте аманнӑ боецсене май килнӗ таран усӑ кӳресшӗн пулчĕç. Этемĕн ыратнине куллен курма питӗ йывӑр. Мӗн калама пултаратӑп эпӗ? Халӗ боецсемпе вӗсен тӑванӗсен пӗртен-пӗр ӗмӗт, ҫавӑн пекех пирĕн, волонтерсен те, 2025 ҫул ҫӗнтерӳ пултӑр, вӑл пире тӑнӑҫлӑх патӑр.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

 

Хӑй ӗненнине шанчăклă юлать
Хӑй ӗненнине шанчăклă юлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: