Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
27 Кӑрлач , 12:22

Пишпÿлекре пурӑнакан Ольга Захаровна Гордеевана 90 ҫулхи юбилейпе саламланă

Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Семенов та саламласа çав уява хутшӑннӑ.

Пишпÿлекре пурӑнакан Ольга Захаровна Гордеевана 90 ҫулхи юбилейпе саламланă
Пишпÿлекре пурӑнакан Ольга Захаровна Гордеевана 90 ҫулхи юбилейпе саламланă

Хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисен, мӑнукӗсен тата мӑнукӗсен ачисен туслӑ ҫемйисен хушшинче Ольга Захаровна 90 ҫула ҫитнине палӑртнă. Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Семенов та саламласа çав уява хутшӑннӑ.

"Ҫӑмӑл пулман сирӗн пурнӑҫ. Эсир пӗтӗм йывӑрлӑха — Отечественнӑй вӑрҫӑн нушисене тӳссе ирттернӗ. Тылра ҫитӗннисемпе танах Аслӑ Ҫӗнтерӳ сехетне ҫывхартнӑ, вӑрҫӑ аркатса тӑкнӑ халӑх хуҫалӑхне юсанӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ. Кун-ҫул йывӑр пулсан та, эсир вӑйлӑ та ырӑ, тивӗҫлӗ ачасем ÿстернĕ. Тавтапуҫ сире ӗҫӗршӗн, пурнӑҫа юратнӑшӑн. Сире 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламлатӑп. Сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх сунатӑп. Сирӗн пурнӑҫӑр нумай ҫыншӑн ӗҫченлӗх, хӑйне хӑй шеллеменлӗх сӑнарӗ, ҫирӗплӗхӗн, ҫын юратӑвӗн тӗслӗхӗ. Ачӑрсене, мӑнукăрсене, мӑнукăрсен ачисене савӑнтарӑр".

Ольга Захаровна Гордееван пурнӑҫне ҫӑмӑл та пӗр пӗлӗтсӗр тесе пулмасть. Ҫӗршыв историйӗн хурлӑхлӑ страницисене пурне те – юхӑнчӑклӑх, выҫлӑх, вӑрҫӑ – сирӗлми паллӑсем хӑварнӑ. Анчах йывӑрлӑхсем унӑн чунне парӑнтарман, пиҫӗхтермен. Вӗсем мӑшӑрӗпе, Гордеев Леонид Парфирьевичпа, пилӗк ача çуратса ӳстернӗ те тивӗҫлӗ пӗлӳ панӑ. Ачасем ӳссе ҫитӗннӗ, кашниех пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупнӑ. Хӑйсен ачисене вӗсем ырӑ та тивӗҫлӗ воспитани пама тӑрӑшнӑ. Вĕсен туйĕсене туса ирттернĕ, Ольга Захаровна паян кунчченех кинӗсемпе, кӗрӳшӗсемпе, мӑнукӗсемпе, мӑнукӗсен ачисемпе савӑнать. Асламӑшне, кукамайне мӑнукӗсем, мӑнукӗсен ачисем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтараҫҫӗ, вӗсем унӑн 10 мӑнук тата  мӑнукĕсен 15 ачи.

Ольга Захаровна ӗмӗр тӑршшӗ Пишпÿлекри инкубаторта кайӑк-кӗшӗк ӗрчетекен станцире ӗҫленӗ. Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн ӑна темиҫе хутчен те Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/sp_bizh

 

 

 

Пишпÿлекре пурӑнакан Ольга Захаровна Гордеевана 90 ҫулхи юбилейпе саламланă
Пишпÿлекре пурӑнакан Ольга Захаровна Гордеевана 90 ҫулхи юбилейпе саламланă
Пишпÿлекре пурӑнакан Ольга Захаровна Гордеевана 90 ҫулхи юбилейпе саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: