Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
30 Кӑрлач 2025, 13:00

Пушкӑртри "Халӑх фрончӗ" Донецкри ача садне шефа илнӗ

"Халӑх фрончӗ" Донецк хулинчи 23-мĕш ача сачӗн воспитанникӗсене ҫемҫе теттесемпе ачасене аталантаракан вӑйӑсен партине панă.

Ачасене савӑнтарма пуҫарăва Пушкӑртстанри "Халӑх фрончӗн" представителӗ, Донецк енӗпе çар задачисене пурнӑҫлакан "Умас" позывнойлă боец пуçланă. Ырӑ ӗҫе чи малтан "Салават Юлаев" хоккей клубӗпе республикӑри вӗренӳ ӗҫченӗсен профсоюзĕ хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Пелепей районӗнчи предприниматель оборудование юсама сӑрӑ панӑ.

- Теттесене Донбас ачисене пысӑк савӑнӑҫпа паратпӑр. Адреслă парнесене Донецк хулинчи 23-мĕш ача садӗнчи ачасем валли хатӗрленӗ. Вӗсемпе пӗрле хамӑр чӗрен, хамӑр чунӑн пӗр пайне яратпӑр. Ачасем сывӑ та телейлӗ ӳсчӗр, - палӑртнă республикӑри вӗренӳ ӗҫченӗсен профсоюз председателӗ Елена Хаффазова.

Ача садĕнче çулталăк ҫурӑран пуҫласа ҫичӗ ҫула ҫитичченхи ÿсĕмри 34 ачана пӑхса ҫитӗнтереҫҫӗ. Январӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 75 ача валли уйӑрнӑ сад туллин уҫӑлнă та ҫӗр процента пухăнасса кӗтет. Теттесем питӗ вырӑнлӑ пулнă.

https://mgazeta.com/news/care/2025-01-30/narodnyy-front-v-bashkirii-vzyal-shefstvo-nad-donetskim-detsadom-4102284

Пушкӑртри "Халӑх фрончӗ" Донецкри ача садне шефа илнӗ
Пушкӑртри "Халӑх фрончӗ" Донецкри ача садне шефа илнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас