Калинин ял Совечĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ "Паян пӗлни — ыран пурӑнасси!" профилактика калаçăвĕ ирттернĕ, ВИЧпа СПИД ҫинчен калакан информациллӗ буклетсем ҫамрӑксене валеҫсе панă.
"Ҫамрӑклӑх сывлӑхшӑн сасӑлать!» циклĕнчен.
Тӗп тӗллев — ВИЧ-инфекци тата СПИД ыйтӑвӗсене тимлӗ пӑхтарасси, ҫак чир ҫинчен кашнине тӗрӗс тата тулли информацие пӗлтересси, çакă хӑвна тата ҫывӑх ҫыннусене хӳтӗлеме пулӑшма кирлĕ. Халӑхăн ВИЧпа СПИД ҫинчен пӗлӗвне ӳстерсен эпир ҫак чирпе кӗрешме лайӑх условисем туса паратпӑр.
#БижбулякскийРайон
#ПрофилактическиеБеседы
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамраксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.