Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Нарӑсӑн , 10:48

«Сывӑ шӑлсем, илемлӗ кулӑ" акци шайӗнче

Пӗтӗм Раҫҫейри "Сывӑ шӑлсем, илемлӗ кулӑ" акци шайӗнче Хушăлкари вăтам шкула Ирина Амирхановна Давлетшина стоматолог пырса кайнă.

«Сывӑ шӑлсем, илемлӗ кулӑ" акци шайӗнче
«Сывӑ шӑлсем, илемлӗ кулӑ" акци шайӗнче

Пӗтӗм Раҫҫейри "Сывӑ шӑлсем, илемлӗ кулӑ" акци шайӗнче Хушăлкари вăтам шкула Ирина Амирхановна Давлетшина стоматолог пырса кайнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче ачасем врач-стоматолог профессийӗпе паллашнă, шӑл тасатмалли правилӑсене тепӗр хут аса илнĕ, ҫавӑн пекех "кариес" тата вӑл мӗншӗн пуҫланса кайни çинчен пĕлнĕ. Ҫакӑн пек мероприятисем ачасене гигиенӑпа апатланура усӑллӑ хӑнӑхусем туса пама, стоматолог патӗнче профилактика тӗрӗслевӗсем тума кирлине кӑтартса пама май параҫҫӗ. Халӗ ӗнтӗ пирӗн ачасем стоматолог кабинетне ҫӳреме хӑрамӗҫ, унта ҫав тери чаплӑ тухтӑрсем ӗҫленине пӗлсе тӑратпӑр.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/club202011028

 

 

 

«Сывӑ шӑлсем, илемлӗ кулӑ" акци шайӗнче
«Сывӑ шӑлсем, илемлӗ кулӑ" акци шайӗнче
«Сывӑ шӑлсем, илемлӗ кулӑ" акци шайӗнче
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: