Çирĕклĕ ялĕн клубӗнче Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫин çулталӑкне халалланӑ "Эпир — Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсем!" патриотла сехет иртнӗ.
Калаҫу ачасене ҫӗршыв пурнӑҫне хастар хутшӑнма тата хӑйсен гражданла позицине йӗркелеме хавхалантарнă. Спортпа туслашни ӳт-пӳ вӑй-халӗпе чӑтӑмлӑхне аталантарма кӑна мар, хӑвăн ҫӗршывна хӳтӗлеме хатӗр тӑракан командӑсен чун-хавалне те аталантарма пулӑшни ҫинчен калаҫнă ертсе пыракан ачасемпе.
Ертсе пыракан ачасемпе "патриотизм", "Тӑван çӗршыва юратни" мӗн иккенне сӳтсе явнă.
Мероприяти вӗҫӗнче спорт эстафети иртнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.