Çутă çул
-16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Нарӑсӑн , 11:17

Паян та стройра

Воин-интернационалист, ӗҫ ветеранӗ Пишпÿлекре пурăнакан Иван Васильевич Кириллов — гражданла позициллӗ ҫын тата тӑван ҫӗршыв патриочӗ.

Паян та стройра
Паян та стройра

Воин-интернационалист, ӗҫ ветеранӗ Пишпÿлекре пурăнакан Иван Васильевич Кириллов — гражданла позициллӗ ҫын тата тӑван ҫӗршыв патриочӗ.

Паянхи кун районти "Все для фронта — Бижбуляк" волонтер юхăмĕн ушкӑнӗнче сакӑрҫӗр ытла активлӑ доброволец шутланать, вӗсем куллен пулӑшу пама ӗҫлеҫҫӗ, виҫҫӗмӗш ҫул ятарлă ҫар операцийӗнче ҫапӑҫакан ентешсене пулӑшаҫҫӗ.

— Иртнĕ çул вӗҫӗнче волонтерсен пысӑках мар пункчӗ "Валерия" медицина центрӗнче те йĕркеленсе кайрĕ, — тет 64 ҫулти ӗҫ ветеранӗ Иван Васильевич Кириллов. — Кунта маскировка сеткисем ҫыхма пирӗн урамран кашни кун вунна яхӑн хӗрарӑм çÿреççĕ. 2024 ҫулхи ноябрьте арӑм мана массетьсем ҫыхма станок тума ыйтрӗ. Владимир Кондратьев пулăшаканпа иксӗмӗр ӑна часах майлаштартӑмӑр. Ытларах калатӑп: пирӗн активлӑ кӳршӗсем килте госпиталь минтерӗсем, трусисем, салфеткӑсем ҫӗлеҫҫӗ тата ытти те. Эпӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ, чи малтан телекуравӑн ҫӗнӗ каналӗсенче СВО мӗнле пынине тимлӗ сӑнатӑп.

Раҫҫей Федерацийӗнче 2025 ҫула Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен çулталӑкĕ тесе пӗлтернӗ. Иван Кирилловпа эпир шӑпах Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑ кун умĕн тӗл пултӑмӑр. Вӑл 1979 ҫултан пуҫласа 1981 ҫулччен ССР Союзӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен йышӗнче афган халӑхӗн демократилле Апрельти революцине хӳтӗлес енӗпе интернационаллӑ тивӗҫ пурнӑҫланӑ, çакă 1978 ҫулхи апрелӗн 27-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

— Хӗрӗх пилӗк ҫул каялла мана тӑван Тельман ял советӗнчи Алексеевка ялĕнчен Совет Ҫарне илчĕç, — малалла калать Иван Васильевич. — Пишпÿлек районӗнчи ҫар комиссариатӗнчен эпир Йăлпăлакри Владимир Назаровпа, Пишпÿлекри Владимир Васильевпа тата Владимир Яковлевпа, Пăслăкри Борис Ивановпа тухса кайрӑмӑр. Эпир пысӑк Совет Союзӗн кӑнтӑр точкинче Туркестан ҫар округӗн Кушка хулине лекрӗмӗр. Карантин, ытти ҫамрӑк салтаксенни пекех, пулнӑ, июлӗн 29-мӗшӗнче эпир Тӑван çӗршыва шанчăклă пуласси пирки ҫар присягине йышӑнтӑмӑр. Декабрьте пире пурне те ҫӗрле тревогӑпа тӑратрӗҫ те, эпир вырнаçмалли района тухса кайрӑмӑр. Кунтан 1979 ҫулхи декабрӗн 29-мӗшӗнче мотострелковӑй дивизи составӗнче механизациленӗ колоннӑпа патшалăх чикки урлӑ каҫрăмăр. Шиндант хулине ҫитрӗмӗр. Унта пирӗн дивизин ҫар хули вырнаҫнӑ.

Интернационалист ветеран Афганистанра икӗ ҫул службӑра тӑни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парать — ГСМ, строительство материалӗсем, апат-ҫимӗҫ, ҫар хатӗрӗсем тата боеприпассем тиенӗ колоннӑсене ертсе пыма тӳр килнӗ ăна. Паян Пишпÿлекри историпе этнографи музейӗнче ҫар залӗн пӗр витрининче Б. Громов генерал алӑ пуснӑ Иван Кирилловӑн ҫар машинин пропускӗ упранать.

— Ҫартан 1981 ҫулхи июнӗн 28-мӗшӗнче таврăнтăм, — хушса хурать Иван Кириллов. — Ӗҫлеме тытӑнтӑм, 1987 ҫулта эпир Зинаида Аркадиевнапа мӑшӑрлантӑмӑр. Пире икӗ мӑнука — Полинӑпа Кирилла парнеленӗ Анастасия хӗре ҫитӗнтертӗмӗр. Эпĕ тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ хыҫҫӑн пулӑ тытассипе интересленетӗп, столяр ĕçне юрататăп. Килти хуҫалӑхра чӑх ҫеҫ усратпӑр. Пахчапа сад пур, ҫырла-панулми йывӑҫӗсемпе тӗмсем те чылай.

Сывпуллашнӑ май эпӗ ветеран-афганеца сăнÿкерчĕк ÿкме валли костюмне тӑхӑнма ыйтрӑм. Ун ҫине наградӑсем ҫакса тултарнӑ. Юбилей медалӗсемсӗр пуҫне вӗсен хушшинче «Воину-интернационалисту от благодарного афганского народа», кăкăр çине тирмелли паллăсем «Воину-интернационалисту», Иван Кириллов 1984 ҫулта илнĕ «За отличие в труде от ЦК ВЛКСМ СССР» палӑрса тӑраççĕ.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

 

Паян та стройра
Паян та стройра
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: