Ял тӑрӑхӗсенче йӗркеленекен вырӑнти власть, палӑртнӑ тӑрӑх, халӑхшӑн чи ҫывӑххи шутланать. Ҫавна май унӑн ӗҫ-хӗлне, чи малтанах, нушасене тупса палӑртма тата вӗсене татса пама пултаракан ҫынсемпе ӗҫлеме тӗллев критерийӗсем йӗркеленеҫҫӗ. Калинин ял тăрăхĕ мӗнле пурӑнать, мӗнле задачӑсем йышӑнаҫҫӗ — кун ҫинчен ял тăрăх ертÿçипе Дарвин Юмагуловпа калаҫатпӑр.
— Дарвин Габдулназипович, эсир ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн постӗнче пӗрремӗш суйлав мар ӗҫлетӗр. Каласа парӑр-ха, тархасшӑн, ял совечӗ мӗнпе пурӑнать?
— Пирӗн ял поселенийӗнче халăх пурăнакан çичĕ вырăн, унӑн йышӗнче 1200 ытла ҫын, районӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ. Пирӗн пĕр пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул, виҫӗ фельдшерпа акушер пункчӗ, икӗ Культура çурчĕпе библиотека.
Анчах пирӗн чи кирли - яваплӑ та ырӑ кӑмӑллӑ, сÿрĕк мар кăмăллă ҫынсем. Халӑх пирӗн ӗҫчен, ҫирӗп хуҫалӑхсем, фермерсем, пыл хурчӗ ĕрчетекенсем пур. Эпир ял тăрăхĕнчи ахаль ҫынсем, пирӗн пурнӑҫ йӗрки те нумай ҫынсенни пекех — выльӑх-чӗрлӗх усратпӑр, пахчаҫимӗҫ ҫитӗнтеретпӗр.
— Эсир ҫирӗп хуҫалӑхсемпе фермерсем ҫинчен каларӑр…
— Калинин ял совечӗ, пӗтӗм районти пекех, ялхуҫалӑх тĕп отрасль шутланакан ял совечӗ пулса тӑрать. Р.Т. Ямалтдинов, У.А. Албогачиев, П.А. Михайлов хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсене палăртас килет, вĕсем ялхуҫалӑх продукцийӗ туса илекенсем. Юлашки ҫулсенче, вӗсем тӑрӑшнипе, пӑрахӑҫа тухнӑ ҫӗрсене алла илсе ӗҫе кӗртнӗ. Техника пӗрмаях ҫӗнелсе пырать. Фермерсем тырӑ тата техника культурисем ҫитӗнтереҫҫӗ, мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхпе сурӑх усраҫҫӗ.
КФХ нумай социаллӑ ыйтусене татса пама хастар пулӑшаҫҫӗ, ватӑ ҫынсем те вӗсен тимлӗхӗсӗр юлмаҫҫӗ.
Ҫулсерен хӗллехи тапхӑрта вырӑнти фермерсем, договорсем туса, урамсене юртан тасатаҫҫӗ. Ку ӗҫе ҫавӑн пекех ял тӑрӑх депутачӗ Л.К. Васильев хӑйӗн ДТ-75 тракторӗпе пысӑк тӳпе хывать. Договор тӑрӑх вӑйлӑ юр хӳсе кайнӑ хыҫҫӑн Т.М. Миниахметовӑн КФХ хӑватлӑ техникине явӑҫтаратпӑр.
— Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх полномочийӗсене пурнӑҫланӑ шайра халӑх пурӑнакан вырӑнсен территорийӗсене тирпей-илем кӗртес ӗҫӗн пысӑк ĕçĕ кĕрет.
— Чӑннипе вӑл пысӑк ӗҫ участокӗ. Ял тӑрӑхӗн пурнӑҫ процесӗнче тӗрлӗ ыйтусемпе задачӑсем тухса тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ территорисене хӑтлӑх кӗртесси, ял ҫыннисене хӑтлӑ пурӑнма условисем туса парасси. Территорисене кирлӗ пек тытас ӗҫе пирӗн районти пур ялсенче те туса пыраҫҫӗ. Калинин ял совечӗ те ҫавӑн пекех. Района "пырса кӗмелли хапха" пулса, пирӗн ҫулталӑкӗпех тата куллен марка тытмалла. Апрельтен пуҫласа субботниксене пирӗн халӑх пурӑнакан вырӑнсен территорийӗсене санитари енчен тасатас тата хӑтлӑх кӗртес енӗпе тӑтӑшах ирттеретпӗр.
Субботниксене пӗтӗм халӑх хутшӑнать. Кил хуҫисенчен нумайӑшӗ ҫурт ҫумӗнчи территорие хӑйсемех йӗркене кӗртеҫҫӗ. Ҫул айккисене, урамсене яланах ҫулса тухатпӑр, кирлӗ мар вӗтлӗхсене касса тухатпӑр. Ял масарӗсем те тимлĕхсӗр юлмаҫҫӗ. Хӳмесене юсатпăр, ҫум курăка ҫулатпăр, ҫӳп-ҫапа пуҫтаратпăр, турттарса тăкатпăр.
Халӑх пурӑнакан вырӑнсене урамри ҫутӑпа 200 точка тивӗҫтерет. Ҫуннӑ ҫутаткӑҫсене Иттихатра пурӑнакан Нафис Халиков вӑхӑтра улӑштарать.
Пирӗн ҫӑлкуҫсем нумай. Вӗсенчен саккӑрӑшне хăтлăлатнă. Пӗлтӗр РФ Ял хуҫалӑх министерствин тата ПР Ял хуҫалӑх министерствин Комплекслӑ аталанӑвӗн программипе Усак-Кичу варринче вырнаҫнӑ Чишма башы ҫӑлкуҫне хӑтлӑлатрăмăр. 2025 ҫулта ҫак территорире йывӑҫсемпе чечексем лартма планлатпӑр. Ҫӑл территорине илемлетесси кӑмӑллӑ та илемлӗ сăнӳкерчӗк ÿкмелли зона пулса тӑрӗ. Электронлӑ табло лартрӑмӑр, унта ҫӑлкуҫ ячӗ, хальхи кунсем, вӑхӑт, температура палӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кӑҫал ҫӳп-ҫап валли урнӑсем, чечек клумбисем тӑвӑпӑр. Лайӑх ҫулсен теми халӗ те çивĕч юлать-ха. Хамӑр вӑйпа урамсене грейдеровка тӑватпӑр. Ермолкин — Петровка ҫулне юсамалла, Ермолкин урамӗсене юсамалла.
— Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсене мӗнле татса паратăр?
— Пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тӗллевпе
ял тӑрӑх администрацийӗ хушма обход тапхăр-тапхăрпа ирттерет. Нумай ачаллӑ ҫемьесен кил-ҫурчӗсене, сывлӑхсӑр, пӗччен пурăнакан, социаллӑ хӑрушӑ ҫынсем пурӑнакан ҫурт-йӗрсене уйрӑмах тимлетпӗр. Граждансен пухӑвӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн мерисене ӑнлантарса паратпӑр.
Ирĕклĕ пушар команди ӗҫлет. Виҫӗ пушар машинин водителӗн дежурствине талӑкӗпех йӗркеленӗ. Бензин тултарнӑ тата пушара сӳнтерме шывпа тивӗҫтернӗ ятарлӑ машина ӑшӑ пӳлӗмре тӑрать.
— 2025 ҫула ҫӗршывра Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенĕн çулĕ тата Пушкӑртстанра ятарлă çар операцине хутшăнакансен тата вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшмалли ҫул тесе пӗлтернӗ. Вырӑнти влаҫӑн ку темӑпа мӗнле плансем пур?
— Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенĕн ҫулĕ тата СВОна хутшăнакансен тата вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшмалли ҫул - календарьти кун мар, пӗрлӗхпе патриотизмӑн хӑйне евӗрлӗ символӗ. Ҫак ҫул Тӑван çӗршывшӑн тӗрлӗ историллӗ вӑхӑтра ҫапӑҫнӑ, ҫавӑн пекех хальхи геройсене — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ ҫынсене пурне те хисеплесси.
Ял тӑрӑхӗн территорийӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн чӗрӗ ветеранĕсем юлман. Анчах вӗсем ҫинчен астăвăм яланах чӗрӗ. Халӑх пурӑнакан вырӑнсенче ҫав хӑрушӑ вӑрҫа хутшӑнакансене ӗмӗрлӗхех асра тытас тӗллевпе обелисксем туса лартнӑ тата ҫулленех çĕнетеççĕ. Кӑҫал Ермолкинри обелиск территорине юсав ӗҫӗсемпе хӑтлӑх кӗртме палӑртнӑ. Укҫа-тенкӗ ҫӑлкуҫӗ вырӑнти ҫынсем ирӗккӗн укҫа-тенкӗ панипе усӑ курӗҫ.
Ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас шайра тӗрлӗ мероприятисем иртӗҫ. Тыл ӗҫченӗсем, вӑрҫӑ ачисем тата локальлĕ вӑрҫăсенче ҫар службине ирттернӗ ҫапӑҫусен ветеранӗсем тимсӗр юлмӗҫ. Пысӑк ӗҫ Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшмалли çулталăк шайӗнче пулса пырӗ. Пирӗн ентешсем ҫирӗм ҫынна яхӑн ҫар службине ятарлӑ ҫар операцийӗнче ирттереҫҫӗ. Яланах вӗсемпе, вӗсен ҫемйисемпе ҫыхӑну тытатпӑр. Вӑйлӑ пулӑшу паратпӑр. Ял тӑрӑхӗнчи волонтерсем активлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Укҫа-тенкӗ, апат-ҫимӗҫ, медикаментсем пухассине, маскировка сеткисем тӑвассине йӗркеленĕ.
— Дарвин Габдулназипович, пӗлтӗр вырӑнти вӑтам шкулӑн тӗп юсавӗ пулса иртнӗ ырӑ пулӑма аса илес килет.
— Чӑнах та, ку пирӗншӗн тахҫантанпах кӗтнӗ пулăм пулчӗ. "Вӗренӳ" наци проекчӗн "Вӗренӳ тытӑмӗсене çӗнетесси" федераци программи шайӗнче Усак-Кичури пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул ҫуртне тӗпрен юсанӑ, территорие хӑтлӑх кӗртнӗ тата оборудованисемпе инвентарьсене туллин ҫӗнетнӗ. Ку чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулӑм, ачасене, учительсене, пӗтӗм халӑха пысӑк парне. Республикӑпа район ертӳҫисене пулӑшнӑшӑн пысӑк тав тӑвас тетӗп. Пирӗн ентеше, вырăнти шкултан вӗренсе тухакана, Пушкӑрт ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш заместительне Рамиль Рамзилович Нуриахметова, хамӑр ял ҫыннисен тахҫантанпах кӗтнӗ ӗмӗтне пурнӑҫлама пулӑшнӑшӑн уйрăм тав сӑмахӗ.
Ял тăрăхĕ пурӑнать, аталанать. Ку ӗҫре вырӑнти ҫынсем, депутат корпусӗ, ял старостисем, ял тӑрӑх администрацин ӗҫченӗсем хӑйсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Пӗрле ӗҫлеме интереслӗрех. Меллĕ самантпа усӑ курса, ял ҫыннисене хӑйсен ялне юратма, унӑн пурнӑҫне активлӑ хутшӑнма чӗнсе калас килет: пухусене, субботниксене пурин те хутшăнмалла. Ялта пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас тӗлӗшпе мӗнле те пулин шухӑшсем, сӗнӳсем пур пулсан — пырӑр, эпир диалог валли уҫӑ.
— Тавтапуҫ, Дарвин Габдулназипович, калаҫнӑшӑн.
Гази МУХАМЕТОВ калаҫнă.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Гази Мухаметов.