#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Олимп комитечӗн хисеплӗ президентне Виталий Смирнова 90 ҫул тултарнă юбилейӗпе саламланӑ май вăл олимп юхӑмне аталантарас ӗҫе пысӑк ĕлĕш хывнине палӑртнă. Саламлӑ телеграммӑна Кремль сайчӗ ҫинче пичетлесе кӑларнӑ.
"Пӗтӗм Тӗнчери Олимп комитетӗнче нумай ҫул ӗҫленӗшӗн, ОКР ертӳҫинче олимп юхӑмне аталантарас, унӑн тӗп принципӗсемпе хаклӑхӗсене ҫирӗплетес, тӳрӗ спорт кӗрешӗвӗн идеалӗсене, саккунлӑ правасемпе атлетсен интересӗсене яланах ҫирӗп, пӗр иккӗленмесӗр хӳтӗленӗшĕн", - тенӗ саламра.
Путин Смирновӑн професси ҫулне спортпа Тӑван ҫӗршывшӑн чунтан парӑнса ӗҫленин чи ҫутӑ тӗслӗхĕ тесе каланă, Раҫҫейре иртекен нумай сумлӑ ӑмӑртусене хатӗрленес тата ирттерессинче олимп юхӑмӗн деятелӗ пулса тӑнине уйрӑмах палӑртнă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Новости РИА /POOL/Евгений Биятов.
https://iz.ru/1839786/2025-02-15/putin-pozdravil-pocetnogo-prezidenta-okr-smirnova-s-90-letiem