Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
20 Нарӑсӑн , 11:21

Тинӗссене тата Лӑпкӑ океан айĕн ҫӳренӗ

Отставкӑри пӗрремӗш статья старшини Хушăлкара пурăнакан Виктор Владимирович Тимофеев Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче виҫӗ ҫул шыв айӗнчи атом кимми ҫинче моряк пулса служит тунă.

Тинӗссене тата Лӑпкӑ океан айĕн ҫӳренӗ
Тинӗссене тата Лӑпкӑ океан айĕн ҫӳренӗ

Отставкӑри пӗрремӗш статья старшини Хушăлкара пурăнакан Виктор Владимирович Тимофеев Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче виҫӗ ҫул шыв айӗнчи атом кимми ҫинче моряк пулса служит тунă.
Ҫар служби ҫулӗсенче совет саманинче ҫакӑн пек ҫунатлӑ сӑмах çÿретчĕ: "Виҫӗ ҫул ботинкӑпа çÿриччен, икӗ ҫул кирза атӑпа лайӑхрах". Морфлотра сӑмсасӑр картузсемпе, тельняшкӑсемпе, ботинкӑсемпе ҫӳрекенсемшӗн сроклӑ службӑн срокӗ виҫӗ ҫул тӑсӑлнӑ, типӗ ҫӗр тӑрӑх материк ҫинче ҫӳрекенсем, плацра пилоткӑсемпе, кирза атӑсемпе ҫӳрекенсем икӗ ҫул ҫеҫ службӑра тӑнӑ.
— Ҫара мана Пишпÿлек район военкоматӗнчен 1989 ҫулхи ноябрӗн 13-мӗшӗнче чӗнсе илчĕç, 50-мĕш командӑна, урӑхла каласан морфлота, лекессине эпĕ пӗлеттӗм, - тет Хушăлка ял Совечĕн пуҫлӑхӗ Виктор Владимирович Тимофеев. — Мӗншӗн тесен ДОСААФ шкулĕнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Саратоври тинӗс шкулӗнче карап машинистне вӗренсе тухрăм. Пирӗн 160 ҫынран тӑракан командӑна Уфаран Владивостока Лӑпкӑ океан флотне служит тума ячӗҫ. Присяга хыҫҫӑн декабрӗн 9-мӗшӗнче Камчаткӑна Петропавловск-Камчатский-53 хулине ячĕç. Большой Камень поселокра, пирӗн казармӑсем вырнаҫнӑ çӗрте, шыв айӗнчи кимӗсем валли причал тунӑ çӗрте, вӗренӳ ҫур ҫул тӑсӑлчĕ.
Подводник Виктор Тимофеев Лӑпкӑ океанри флотра виҫӗ ҫул службӑра пулнине аса илет. Атом шыв айӗнчи кимӗ экипажӗ 114 матроспа офицерсенчен тӑнă, вӗсене иккӗмӗш рангри опытлӑ капитан Александр Абросимов ертсе пынă. Кашни службăна чӗннипе экипаж, паллах, ҫӗнелнӗ. Анчах Викторӑн Пушкӑртри пӗр ентешпе Октябрьский хулинчи Эдуард Ивановпа ҫеҫ служит тума тӳр килнӗ.
— Чи вӑрах вӑхӑт Лӑпкӑ океанра 32 кун шыв айӗнче ишрĕмĕр, - малалла калать Виктор Владимирович, "Инҫетри походшӑн" медальпе наградӑланӑскер. — Ку вӑл тинӗс вӗренӗвӗсем вӑхӑтӗнче пулчĕ, шыв çинче ҫӳрекен ҫар карапӗсене сыхланӑ чухне шыв айӗнчи походсем сахалтарах тӑсӑлатчĕс. Похода тухас умӗн эпир пӗтӗм экипажпа шыв айӗнчи кимме апат-ҫимӗҫ тиеттĕмĕр: яланах апат-ҫимӗҫпе шыв тиенӗ тӑватшар фура пушататтăмăр. Пире кимӗ ҫинче пысӑк калориллӗ сывӑ апат лайӑх ҫитеретчĕç. Кашни кун ҫур стакан лайӑх вино, пӗр плитка шоколад паратчĕç. Эпир каютӑсенче тӑватшар матрос пурӑнаттӑмӑр.
Служба виҫӗ сехет виҫшер вахтӑра тӑнинче тăратчĕ. Тинӗс шывӗнчен ятарласа тунӑ гидролиз приборӗпе ӗҫмелли шыв тăваттăмăр, унтан ултӑ сехет канасси тата виҫӗ сехет ĕслесси. Уҫӑлтаракан душра çăвăнсан моряксен сывлӑхӗ тӳрех йӗркене кӗретчĕ. Вахтӑран пушӑ вӑхӑтра эпир нардла, шахматла, доминолла выляттамăр, классика литературине вулаттăмăр. Пӗррехинче Лӑпкӑ океан варринче çиеле ишсе тухрăмăр. Ку вӑл манӑҫми картина! Йӗри-тавра ҫӗршер пин куҫкӗски пек йӑлтӑртатать, куҫа йӑмӑхтарать. Пире кашни поход хыҫҫӑн канма лагере ӑсататчĕç, унта тавралӑха майӗпен адаптацилеме ҫичӗ бассейн пурччĕ. Мӗншӗн тесен тӑван гаване ишсе килнĕ хыҫҫӑн пӗтӗм экипаж шуралса, сарăхса каятчĕ. Моряксен казармисем офицерсен хулинче вырнаçатчĕç. Эрнере пӗрре кинотеатра ҫӳреттӗмӗр.
Каласа паракан хӑй куҫӗпе курнӑ Камчаткӑри тӗтӗмлӗ сопкӑсене, фонтан пек сирпӗнекен гейзерсене, ҫулталӑк тӑршшӗпех вӗресе, хӑмпӑланса тӑракан вӗри ҫӑлкуҫсене хавасланса аса илет. Ҫулталӑк ҫурӑ пӗр кӑлтӑксӑр службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн командовани ӑна пӗчӗк тӑван ҫӗршыва отпуск парса хавхалантарнӑ. Ытти ҫарсенче сроклӑ службӑри ҫар службин кӗске вӑхӑтлӑх отпускӗ 10 талӑк тăршшĕ, ҫул çинрче ирттернĕ вăхăта шута илмесӗр танлашнӑ пулсан, подводниксен ҫак отпуск 60 талӑкпа танлашнӑ. Пӗрре те начар мар —ҫарта службӑра тӑнӑ чухне икӗ уйӑх килте пулни!

— Флотран демобилизаци пуҫланас умӗн эпир экипажпа хамӑрӑн "РТМ" атом киммине вӑтам юсав ирттерме верфе хӑваласа ҫитертĕмĕр, - тет Виктор Владимирович. — Ун пек юсав виҫӗ ҫул пырать. 1992 ҫулхи октябрӗн 25-мӗшӗнче мана ҫырана кăларчĕç. Эпӗ тӑван яла тата хамӑн "Хушăлка" совхоза таврӑнтӑм. Тӗлӗкре эпӗ нумайччен шыв айӗнче ишсе ҫӳрерӗм. Лӑпкӑ океан флочӗ тата ҫар ҫулӗсем ҫинчен халӗ дембель альбомĕ, тельняшка тата бескозырка аса илтереҫҫӗ.
Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре сӗт-тавар фермин заведующийӗ пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. Ҫав ҫулах декабрӗн 20-мӗшӗнче авлантӑм. Паян пирӗн юратнӑ мӑшӑрпа Мария Николаевнапа икӗ ывӑл тата икӗ хӗр. Аслӑ ывӑл Антон пӗлтӗр сывлӑшпа десант ҫарӗсенче ҫар служби ирттерчĕ. Вӑл ҫар династине тивӗҫлӗ малалла тӑсрĕ, ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, «За боевые заслуги» медальпе наградӑланӑ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Виктор Тимофеевӑн ҫемье архивӗнчен.

 

Тинӗссене тата Лӑпкӑ океан айĕн ҫӳренӗ
Тинӗссене тата Лӑпкӑ океан айĕн ҫӳренӗ
Тинӗссене тата Лӑпкӑ океан айĕн ҫӳренӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: