Çутă çул
+5 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
20 Нарӑсӑн , 13:14

Зарядкӑна тинӗс хĕррине чупаттăмăр

Рафаэль Минибаевич Ибраев, районти ветерансен Совечӗн председателӗçар служби çинчен.

Зарядкӑна тинӗс хĕррине чупаттăмăр
Зарядкӑна тинӗс хĕррине чупаттăмăр

Рафаэль Минибаевич Ибраев, районти ветерансен Совечӗн председателӗ:
— Днепропетровск облаҫӗнчи Павлоград хулинче Володя Смоловпа пӗрле лекнӗ "учебка" хыҫҫӑн (унта пире ЗАСпа ӗҫлеме вӗрентрӗҫ, кам ӗҫленӗ, вӑл мĕнле аппарат иккенне пĕлет), мана 1979 ҫулта Евпатори хулине (Крым) (вӗҫев управленийӗн центрӗ) космос центрне ӗҫлеме ячӗҫ, эпӗ ҫыхӑну тӗввинче службӑра пултӑм. Манпа пӗрле Мускавран, Екатеринбургран, Донецкран, Горловкӑран, Макеевкӑран килнӗ салтаксем пулчӗҫ. Эпир юлташсемпе космоспа ракетӑсене хута янӑ чухне ҫыхӑну тытрӑмӑр. Икӗ ҫул хушшинче пӗрре çеç юр ҫурӗ, апрельтен пуҫласа октябрьччен ирхине зарядкӑна эпир чаҫрен икӗ километрта вырнаçнă тинӗс хĕррине чупаттăмăр, шыва кӗреттӗмӗр, ҫавӑн пекех шӑматкун та, вырсарникун та тинӗс кунӗсем пулатчĕç. Бахчисарайра, Симферопольте, Севастопольте, ҫӗр айӗнчи мӑнастирсенче экскурсисенче пулса куртӑмӑр. Увольненине чаҫрен 15 ҫухрӑмра вырнаçнă Евпаторие каяттăмăр. Служба яваплӑччĕ, анчах кӑнтӑрти пек савӑнӑҫлăччĕ. Украина ун чухне питӗ лайӑх пурӑннӑ, лавккасенче пӗтӗмпе пурччĕ, вунă сорт колбаса таран. "Пепси-кола" пур ҫӗрте те сутатчĕç, Раççейре ун ҫинчен илтмен те. Пирӗн чаҫре ҫаплах антеннӑсем тӑраҫҫӗ-ха, Раҫҫейри чи пысӑк радио-диаметрӗ 70 метр, унта каллех космос ҫыхӑнӑвӗн центрӗ. Сӑмах май, ку чаҫре Усак-Кичури Магафур Лутфуллин та службӑра тӑнӑ.

Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Рафаэль Ибраевӑн архивĕнчен.

 

Зарядкӑна тинӗс хĕррине чупаттăмăр
Зарядкӑна тинӗс хĕррине чупаттăмăр
Зарядкӑна тинӗс хĕррине чупаттăмăр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: