Çутă çул
+5 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
21 Нарӑсӑн , 10:46

Дембель альбомĕ ҫамрӑклӑха тавӑрать

Демобилизаци хыҫҫӑн кашни ҫулах пӗрле служит тунисемпе телефонпа шăнкăравласа калаçаканччĕ.

Дембель альбомĕ ҫамрӑклӑха тавӑрать
Дембель альбомĕ ҫамрӑклӑха тавӑрать

Артур Амурович Галеев, район администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш заместителӗ, районти ял хуҫалӑх управленийӗн начальникӗ:
— Эпӗ Пишпÿлекри район военкоматĕнчен 1983 ҫулхи апрелӗн 18-мӗшӗнче 300-мĕш командӑна призывпа лекрĕм. Республика сборнăй пунктӗнче мана Таллин пограничник отрядне - СССР пограничникӗсен Морчастьне служит тума каятӑп тесе пӗлтерчӗҫ. Апрелӗн 21-мӗшӗнче пире ирхине тӑватӑ сехетре тӑратрĕç те, утнӑ ҫӗртех ҫывӑракансене тата ҫурма ыйхӑллӑ ҫынсене Уфа тӑрӑх ҫуран стройпа сборнӑй пунктран чугун ҫул вокзалне ӑсатрĕç. Эпир пилӗкҫӗр ҫынна яхӑнччĕ. Поезд ҫине лартӑмӑр, нумайччен кайрăмăр, анчах хӑш еннелле кайнине пӗлмерĕмĕр: вагон чӳречинчен йӗри-тавра ҫеҫенхир çеç курӑнать. Поезд чарăнчĕ те, эпир антӑмӑр. Ҫапла эпир тахҫантанпа кӗтнӗ Тинӗс хумӗсем вырӑнне ҫара ҫеҫенхире куртӑмӑр. Ҫапла эпӗ ПВО тӗрӗслев полигонне Вӑтам Азинчи чаҫе лекрӗм.
Ҫур ҫул сержант шкулӗнче иртрĕ, унтан ҫулталӑк ҫурӑ взвод командирӗн заместителӗ пултăм. Взводра Чӑваш Ен ачисем, Пушкӑртри ентешсем пурчĕ, ыттисем Украинӑпа Беларуçранччĕ. Ҫеҫенхир ҫӗлен-фалангăсемпе тата скорпион эрешменӗсемпе кӗшӗлтетчĕ. Анчах апрель варринчен вӑл калама ҫук илемлӗ курӑнатчĕ — тюльпансем икӗ-виҫӗ эрнелӗхе ҫеҫкене ларатчĕç. Калама ҫук илемлӗ! Салтак фляжкисенче пирӗн яланах шыв ӗҫес килнине пусарма йӗплӗ хуран чейĕ пурччĕ. Дыньăсемпе арбузсем ҫисе тăрантăмăр. Служба хӑйӗн черечӗпе пычĕ. Тӑван ҫӗршыва кӗске вӑхӑтлӑха отпуска эпӗ шӑпах атте ҫуралнӑ кунне лекрĕм. Малтан уйӑхсерен 18 тенкӗ тÿлетчĕç, служба вĕçленес умӗн вара — 22 тенкӗ пулчĕ. Ун чухне ку салтаксемпе сержантсемшӗн питӗ лайӑх укҫа пулнӑ. Пире сăнÿкерчĕксем ӳкерме хушмастчĕç, анчах кашни салтак дембель альбомӗ тума тӑрӑшнă. Вӑл манӑн та пур. Тепӗр чухне хамӑн дембель альбомне уҫатӑп та каллех хамӑн нихҫан тавăрайми илемлӗ ҫамрӑклӑха таврăнатăп. Демобилизаци хыҫҫӑн кашни ҫулах пӗрле служит тунисемпе телефонпа шăнкăравласа калаçаканччĕ. Паян Кумертау хулинчи Сергей Елисеевпа ҫеҫ ҫыхӑну тытатӑп.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов, Артур Галеевăн архивĕнчен.

Дембель альбомĕ ҫамрӑклӑха тавӑрать
Дембель альбомĕ ҫамрӑклӑха тавӑрать
Дембель альбомĕ ҫамрӑклӑха тавӑрать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: