Çутă çул
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Нарӑсӑн , 10:35

Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн 2024 ҫулта тунӑ ӗҫ-хӗлне пĕтĕмлетнĕ

Февралӗн 20-мӗшӗнче Пишпÿлек ял тӑрӑх Совечӗн ларӑвӗ иртнӗ.

Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн 2024 ҫулта тунӑ ӗҫ-хӗлне пĕтĕмлетнĕ
Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн 2024 ҫулта тунӑ ӗҫ-хӗлне пĕтĕмлетнĕ

Февралӗн 20-мӗшӗнче Пишпÿлек ял тӑрӑх Совечӗн ларӑвӗ иртнӗ, ҫав ларура Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн 2024 ҫулта тунӑ ӗҫ-хӗлӗн пĕтĕмлетĕвĕсене итленĕ. Сессие ял тӑрӑхӗнчи пур ялсенчи активистсене, çавӑн пекех Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхне Артур Зарипова чӗннӗ.
Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Семенов хӑйӗн докладӗнче администраци ӗҫӗн ҫул-йӗрӗсем, бюджет йӗркелесси тата укҫа-тенкӗ тӑкакласси, ял тӑрӑх территорийӗнче хуҫалӑх тата юсав ӗҫӗсем ҫинчен каласа панă. Докладра ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансене ятарлӑ ҫар операцине пулӑшас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине палӑртнă, ҫав хушӑрах ял тӑрӑхӗнчи арҫынсем РФ Оборона министерствипе контракт тӑвасси ҫинчен хӑйсен ирӗкӗпе йышӑну туса, СВО ӗҫне хастар хутшӑннине палӑртнă.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тухса каланӑ хыҫҫӑн ял поселенийӗн депутачӗсем докладсене информацине йышӑнма пӗр саслӑ пулса сасӑланă, ӑна ӗнентерӳллӗ тесе йышӑннă.
Ял тӑрӑх Совечӗн сессийӗ ял тӑрӑхӗнчи чи хастар ҫынсене ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас ӗҫре хастар пурнӑҫ позицийӗшӗн Тав ҫырӑвӗсемпе чысланипе вĕçленнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

 

Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн 2024 ҫулта тунӑ ӗҫ-хӗлне пĕтĕмлетнĕ
Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн 2024 ҫулта тунӑ ӗҫ-хӗлне пĕтĕмлетнĕ
Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн 2024 ҫулта тунӑ ӗҫ-хӗлне пĕтĕмлетнĕ
Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн 2024 ҫулта тунӑ ӗҫ-хӗлне пĕтĕмлетнĕ
Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн 2024 ҫулта тунӑ ӗҫ-хӗлне пĕтĕмлетнĕ
Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн 2024 ҫулта тунӑ ӗҫ-хӗлне пĕтĕмлетнĕ
Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн 2024 ҫулта тунӑ ӗҫ-хӗлне пĕтĕмлетнĕ
Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн 2024 ҫулта тунӑ ӗҫ-хӗлне пĕтĕмлетнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: