Пишпÿлек районӗнче çамрӑксен "Вектор" центрĕпе проектсене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ опыт тӑвакан экспертсем йĕркеленĕ "Пишпÿлек. Аталану территорийӗ" муниципалитет форумӗ иртнӗ.
Форума хутшӑнакансене район администрации пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов саламланă.
Вӑл халӗ проектсем пур ӗҫ-хӗл сферинче те: вӗренӳре, культурӑра, ҫамрӑксен политикинче тата спорт сферисенче те активлӑ пулнине палӑртнă. Тухӑҫлӑ ӗҫе хутшӑнакансене обществӑшӑн ҫӗнӗ, интереслӗ проектсем суннă.
Форумра шкул директорĕсен канашҫисем, учительсем, библиотекарьсем, ҫамрӑксемпе ĕçлекен специалистсем хутшӑннӑ.
Форумӑн тӗп тӗллевӗ проект идейине йӗркелемелли тата ӑна пурнӑҫламалли тӗп тӗллевсем ҫинчен теорилле пӗлӳ илесси пулнӑ. Теори информацине итленӗ хыҫҫӑн форума хутшӑнакансем хӑйсен опычӗпе тата методика рекомендацийӗсемпе усӑ курса проектсем ҫырма тытӑннӑ.
Проектсем тӑвас ӗҫ тухӑҫлӑ та ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Çичĕ команда хӑйӗн проекчӗсене ӑнӑҫлӑ презентациленĕ. Экспертсем проекта лайӑхлатас тата ăна Президент гранчӗпе "Малтисен юхӑмӗн" конкурсне йӗркелес енӗпе рекомендацисем панӑ.
Форума хутшӑнакан кашни ҫын муниципалитет форумне социаллӑ проектсене туса хатӗрлес тата пурнӑҫлас енӗпе хутшӑнасси ҫинчен сертификатсем илнӗ.
#Форум2025
#БижбулякТерриторияРазвития
#РоссияСтранаВозможностей
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.