Февралӗн 25-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикин Патшалӑх ялавӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Кистенлĕри Культура ҫурчӗн "Ман Республикӑн символӗ" программине хутшӑнакансем ҫак кун 1992 ҫулта Пушкӑрт СССР Верховнӑй Совечӗ республикӑри патшалӑхӑн официаллӑ символӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ ҫӗнӗ ялава ҫирӗплетнипе, Пушкӑрт "триколор" ҫуралнӑ историллӗ факчĕсемпе паллашнă. "Пурте ПР ялавӗ ҫинчен" викторинӑра ялав тĕсĕсен пӗлтерӗшне уҫса панӑ: кӑвак тӗс республикӑри халӑхсен уҫӑмлӑхне, ырӑ кӑмӑлӗпе тасалӑхне пӗлтерет, шурри - тӑнӑҫлӑх, уҫӑ кӑмӑл, пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме хатӗррине, симӗсси - ирӗклӗх, ӗмӗрлӗх пурнӑҫа. Курай чечекӗ - туслӑх символӗ, унӑн ҫичӗ ҫеҫки Пушкӑртстанри халӑхсен пӗрлӗхне унӑн территорийӗнче хывнӑ ҫичӗ сыпӑка кӑтартать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club203777291