Çутă çул
-18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
20 Мартӑн 2025, 12:47
1

Пишпÿлекре субботниксем пуçланнă

Хӑтлӑх енӗпе субботниксем малалла тӑсӑлӗҫ.

Пишпÿлекре  субботниксем пуçланнă
Пишпÿлекре субботниксем пуçланнă

Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине уявланӑ мероприятисен шайӗнче Пишпӳлек районӗнче ҫурхи пӗрремӗш субботник иртнӗ. Пишпÿлекри тӗп площадьпе чикӗленекен организацисен сотрудникӗсем юр сапма тухнӑ. Пишпÿлек район администрацинче ĕçлекен арҫынсем Ҫӗнтерӳ паркӗнчи Паллӑ мар салтакăн мемориалĕ тавра юр тасатнӑ. Юртан мемориала тасатни уяв мероприятийӗсем ирттерес умӗн мемориала косметика юсавне хӑвӑртрах пуҫӑнма май парать.
Организацисенчи хӗрарӑмсем ҫуртсен таврашӗнчи юра сапаланă. Хӑтлӑх енӗпе субботниксем малалла тӑсӑлӗҫ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

 

 

Пишпÿлекре  субботниксем пуçланнă
Пишпÿлекре  субботниксем пуçланнă
Пишпÿлекре  субботниксем пуçланнă
Пишпÿлекре  субботниксем пуçланнă
Пишпÿлекре субботниксем пуçланнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас