Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Мартӑн , 12:21

"Хӗрарӑм — наци амӑшӗ"

Пишпÿлек районӗн представителӗсем ҫулсерен "Хӗрарӑм — наци амӑшӗ" конкурса хутшӑнаҫҫӗ.

"Хӗрарӑм — наци амӑшӗ"
"Хӗрарӑм — наци амӑшӗ"


Пишпÿлек районӗн представителӗсем ҫулсерен "Хӗрарӑм — наци амӑшӗ" конкурса хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн хӗрарӑмсем жюри умне чаплӑ проектсем тӑратнӑ тата тивӗҫлӗ дипломсем илнӗ. Ахметова Галина Федоровна (Пишпÿлек ялĕ) "Ӑстаҫă" номинацире, Попова Ирина Викторовна (Каминке ялĕ) – "Педагог" номинацире, Мурзаханова Люция Шамсутдиновна (Азнай ялĕ) – "Агинэй" номинацире ҫӗнтернӗ.
Хисамутдинова Гузалия Ахмазетдиновнана, "Защитники Отечества" фондӑн социаллӑ координаторне, "Раҫҫей ашшĕсенчен" уйрӑм тав ҫырӑвӗ панӑ, ӑна СВОна пулăшу панăшăн тав тунӑ.
Пирӗн хӗрарӑмсем хӑйсен кулленхи ӗҫӗсемпе хӑйсен вӑйне, шанчӑкне кӑтартаҫҫӗ.
Кӑҫал Пӗтӗм Раҫҫейри "Хӗрарӑм - наци амӑшӗ" конкурс 9-мĕш хут иртнӗ. Ҫак проектӑн авторӗ тата ертӳҫи Раҫҫей халӑхӗсен Ассамблейин регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Гульнур Кульсарина. Конкурса ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен 500 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене "Волонтер", "Культура", "Медицина работникӗ", "Педагог", "Бизнес-леди", "Ӑстаҫӑ" тата "Агинэй" категорисенче суйласа илнӗ.

#ЗащитникиОтечестваБашкортостан

#ЖенщинаМатьНации
https://vk.com/feed?w=wall-172931042_10141

 

материалсем тӑрӑх.

"Хӗрарӑм — наци амӑшӗ"
"Хӗрарӑм — наци амӑшӗ"
"Хӗрарӑм — наци амӑшӗ"
"Хӗрарӑм — наци амӑшӗ"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: