#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Краснодар крайӗн губернаторне Вениамин Кондратьева иккӗмӗш сменӑра вӗренекен шкул ачисен шутне чакарас тӗлӗшпе ӗҫлеме ыйтнӑ.
Тунтикун Президент Кремльте Кубань пуҫлӑхӗпе тӗл пулнă. Кондратьев крайри социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ ҫинчен каласа панă, ҫав шутра регионта ҫичӗ ҫулта 105 шкул туни ҫинчен президента пӗлтернӗ.
"Ҫапах та шкул ачисен 25 проценчӗ иккӗмӗш сменӑна ҫӳрет", - асӑрхаттарнă Путин.
Кондратьев маларах тухса тӑнӑ ыйтӑва палӑртнă: "иккӗмӗш смена çинчен уйлама вӑхӑт пулмарӗ - эпир шкулсем ҫитменни пирки ҫеҫ калаҫрăмăр".
"Вениамин Иванович, кӑна эпӗ пӗлетӗп, сирӗн миграци нагрузки те йывӑр, ҫавна пула социаллӑ ыйтусене те кӑткӑсрах татса параттăр, анчах ҫакна асӑрхас пулать. Малалла кайса лайӑхрах тӑвас пулать", - палӑртнă Президент.
Кондратьев регион ҫак ӗҫе хастар хутшӑннине ӗнентернӗ.
https://ria.ru/20250324/putin-2006964149.html