Çутă çул
+28 °С
Облачно
Общество
11 Апреля 2025, 06:33

Пушкӑртстанра ҫурхи призывăн пĕрремĕш призывникӗсене ӑсатнă

Апрелӗн 10-мӗшӗнче республикӑри пуху пунктӗнче 2025 ҫулхи ҫурхи призывăн ҫӗнӗ çар ҫыннисене служба вырӑнӗсене пӗрремӗш хут ӑсатнă.

Пушкӑртстанра ҫурхи призывăн пĕрремĕш призывникӗсене ӑсатнăПушкӑртстанра ҫурхи призывăн пĕрремĕш призывникӗсене ӑсатнă
Пушкӑртстанра ҫурхи призывăн пĕрремĕш призывникӗсене ӑсатнă

Апрелӗн 10-мӗшӗнче республикӑри пуху пунктӗнче 2025 ҫулхи ҫурхи призывăн ҫӗнӗ çар ҫыннисене служба вырӑнӗсене пӗрремӗш хут ӑсатнă. 40 призывник Волгоградпа Астрахань облаҫӗсенче типҫӗр ҫарсенче служба иртĕç.
Пушкӑртстан ҫамрӑкĕсене Пушкӑртстанри Республика Правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ Ирек Сагитов, ҫар комиссарӗ Михаил Блажевич, тӗн конфессийӗсен представителӗсем тата ҫар службин ветеранӗсем саламланă.

Тӑван çӗршывшӑн служба - кашни арҫыншӑн таса тивӗҫ. Пушкӑртстанри призывниксем хӑйсен ӳт-пӗвӗпе, ҫирӗплӗхӗпе тата патриотизмӗпе яланах палӑрса тӑраҫҫӗ. Служба срокӗ, унчченхи пекех, 12 уйӑх. Призывниксем пурте Раҫҫей территорийӗнче службӑра пулӗҫ. Ҫӗнӗ ҫынсем хӑйсен ҫар тата Конституци тивӗҫне тивӗҫлипе пурнӑҫласса, тепӗр ҫултан ӳссе ҫитӗнсе киле таврӑнасса шанатӑп, - палӑртнă Ирек Сагитов.
Ҫурхи призыв кампанийӗ Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе палӑртнӑ сроксенче - 2025 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 15-мӗшӗччен иртет.
Призывниксем ятарлӑ ҫар операци иртекен зонӑна каймаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, 2024 ҫулхи январьтен призыв ÿсĕмĕ - 18 çултан пуҫласа 30 ҫулччен.
https://pravitelstvorb.ru/news/26516/

 

Пушкӑртстанра ҫурхи призывăн пĕрремĕш призывникӗсене ӑсатнă
Пушкӑртстанра ҫурхи призывăн пĕрремĕш призывникӗсене ӑсатнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас