Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
17 Апрелӗн 2025, 05:44

Пушкӑрт ӑстисем Пӗтӗм тӗнчери çÿç касмалли ыркăмăллăх акцине хутшӑнӗҫ

Ыркăмӑллӑх акцийӗ майăн 15-мӗшӗнче Раҫҫейри ҫӗр хулапа Еврази союзӗн ҫӗршывӗсенче иртет, - пӗлтернӗ Çемье, ӗҫ тата халăхăн социаллă хÿтлĕх министерствинче.

Пушкӑрт ӑстисем Пӗтӗм тӗнчери çÿç касмалли ыркăмăллăх акцине хутшӑнӗҫПушкӑрт ӑстисем Пӗтӗм тӗнчери çÿç касмалли ыркăмăллăх акцине хутшӑнӗҫ
Пушкӑрт ӑстисем Пӗтӗм тӗнчери çÿç касмалли ыркăмăллăх акцине хутшӑнӗҫ

Ыркăмӑллӑх акцийӗ майăн 15-мӗшӗнче Раҫҫейри ҫӗр хулапа Еврази союзӗн ҫӗршывӗсенче иртет, - пӗлтернӗ Çемье, ӗҫ тата халăхăн социаллă хÿтлĕх министерствинче.
Проект парикмахер-доброволецсене, пулăшу кирлĕ ҫынсене пулӑшма пӗрлештерет.
Акци ҫӗршывӑн хӗвелтухӑҫӗнче стартлать те Калининграда çити хум пек ҫитсе ҫапӑнать. 12 сехет тăршшĕнче парикмахерсем тӳлевсӗр çÿç касĕç, ҫынсене ҫӗнӗ сӑнар тата хӑйсене хӑйсем шанма май парӗҫ, пӗлтернӗ "РБ" ведомствӑра.

Акцие кашни мастер хутшӑнма пултарать. Ҫакӑн валли хăйсен хулинче е ялĕнче ыркӑмăллăх ҫӳҫ касмалла та сӑнӳкерчӗксене ярса памалла. Вӗсене тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче пичетлесе кӑларӗҫ.

Тӗплĕнрех Стрижкадобра 15мая2025 ушкăнăн телеграмм-каналĕнче.

Сăнÿкерчĕкĕ: Акци организаторĕсен сайтӗнчи инфографика.
https://resbash.ru/news/obshchestvo/2025-04-15/mastera-iz-bashkirii-primut-uchastie-v-mezhdunarodnom-dne-blagotvoritelnoy-strizhki-4198869

 

Пушкӑрт ӑстисем Пӗтӗм тӗнчери çÿç касмалли ыркăмăллăх акцине хутшӑнӗҫ
Пушкӑрт ӑстисем Пӗтӗм тӗнчери çÿç касмалли ыркăмăллăх акцине хутшӑнӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас