

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ытларикун, апрелӗн 29-мӗшӗнче, Волгоград облаҫӗн ветеранӗсем ыйтнипе Волгоград аэропортне "Сталинград" историллӗ ят пама ырланă. Путин регион пуҫлӑхӗпе Андрей Бочаровпа тӗлпулу ирттернӗ, Волгоград облаҫне ĕçпе килнине вӗҫленӗ. Губернатор ветерансен регион истори еткерлӗхне упраса хӑварас енӗпе пуҫару ҫинчен каласа панӑ.
"Пирӗншӗн историлле астăвăма сыхласа хӑварас тата упраса хӑварас задача, историлле еткерлӗх эпир пурнӑҫлакан чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри пулса тӑрать. Анчах пурин умӗнче те, эпӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн фронтовиксем, ветерансем пирӗн Тӑван çӗршывăн чи тивĕçлĕ çыннисем", —цитатӑлать Бочаров губернатор президентпа тӗл пулсан каланине Кремль сайчӗ.