

Ĕмĕрхи канлĕх вырӑнӗсене хӑтлӑх кӗртесси — ҫынна юратнине кăтартни кӑна мар, обществӑн ҫитӗнсе ҫитнӗ гражданла ӑс-хакӑлӗн кӑтартӑвӗ те. Ҫавӑн пек пуҫарусене пула вӑхӑтсен чӗрӗ ҫыхӑнӑвӗ ҫирӗпленет, иртнине хисеплесси вара чӑн-чӑн хальхи тата ҫутӑ пуласлӑхӑн никӗсӗ пулса тӑрать.
Кистенлĕре пурăнакансем Астăвăмпа хисеп кунне хастар ĕçре ирттернӗ, вăл пурне те пӗрлештернӗ, мӗншӗн тесен кашни ҫыншӑн ӗмӗрхи хаклӑ япаласем — иртни ҫинчен асӑнмалли кунсем пур. Ял ҫыннисем те, хӑнасем те хӑйсен ĕлĕкхи тăванĕсене, хӑйсен тымарӗсене аса илнĕ, тăванĕсене пытарнӑ вырӑнсене ҫитсе курнă. Субботнике хутшӑнакансем ҫӳп-ҫап пуҫтарнă, типӗ курӑка илсе тухнă, хăрнă йывӑҫсемпе тӗмсене каснă. Паллах, субботнике масар ҫинче йӗрке тума кăна мар, ентешсене асра тытма та янӑ.
#День_поминовения_почитания
#Кистенли_Богдановский_СДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.