Пишпÿлек ял тӑрӑхӗнче "Асӑну тата хисеп кунӗ" республика акцийӗ иртнӗ, ун шайӗнче ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем тата депутатсем 11 масара хӑтлӑх кӗртес ӗҫе хастар хутшӑннă.
300 ытла ҫын тата вунă единица техника масар территорийӗсене пуҫтарса тирпей кӗртес тӗлӗшпе ӗҫленӗ. Акци вӑхӑтӗнче 45 тонна ытла ҫӳп-ҫап турттарса тухнӑ, типĕ курӑка ҫулнă, хăрнă йывӑҫсене каснă, информаци стенчӗсене вырнаҫтарнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн тата тыл ӗҫченӗсен вилтӑприсене тасатассине уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ.
Акцие хутшӑннисене тата пытарнă вырӑнсене хӑтлӑх кӗртес ӗҫе хӑйсен тӳпине хывнисене пурне те тав тӑватпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sp_bizh?from=groups