Майӑн 5-мӗшӗнче Волгоград облаҫĕнчен экспедицирен "9 рота" шырав отрядне хутшӑнакансем таврӑннӑ. Ачасем Владимир Анатольевич Чернов наставник ертсе пынипе икӗ эрне тăршшĕ Сталинградри ҫапӑҫу вырӑнӗсенче пулнӑ. Хӗрлӗ Ҫар боецӗсен шăммисем, япаласем нумай тупнă, малашне кирлӗ ҫӗнӗ опыт илнĕ. Район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов ачасемпе хаваспах тӗл пулнă та вӗсемпе калаçнă. Вĕсем пысӑк та питӗ кирлӗ ӗҫ тӑваççĕ.
Эпир вӗсемпе майӑн 9-мӗшӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ уявра тĕл пулăпăр. Ачасем парад ушкӑнне хутшӑнма пулнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен „Вектор“ центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916?from=groups